АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăх ÿсет, сывлăх çирĕпленет

04 апреля 2012 г.

Район центрĕнчи «Илем» физкультурăпа спорт комплексне уçнăранпа кăçал тăватă çул çитет. Комплекс районта пурăнакансемшĕн кану тата сывлăха çирĕплетмелли центр пулса тăчĕ.

- Бассейнран халăх татăлма пĕлмест. Çынсем хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ, ÿт-пĕве тĕреклетеççĕ, кăмăлне çĕклеççĕ. Шкулсенче вĕренекенсем палăртнă графикпе бассейна шыва кĕме килеççĕ. Çакă савăнтарать: шывра ишекенсем хăйсен спортри ăсталăхне ÿстерсех пыраççĕ. Н.Чернова, О.Иванова тата И.Голубев вĕренекенсем шывра ишессипе иккĕмĕш разряд нормативне пурнăçларĕç. Республикăра тата ун тулашĕнче ирттерекен ăмăртусене тухса çÿретпĕр. Пирĕн пата та килеççĕ. Ăмăртусене тăтăшах хутшăнни ăсталăха ÿстерме пулăшать, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать, - кăмăллăн каласа парать комплекс директорĕ Олег Николаевич Иванов.

Ÿсĕмсем вара куç умĕнчех. Иртнĕ çулхи октябрĕн 24-25-мĕшĕсенче Çĕмĕрлере ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем хушшинче республикăра мала тухассишĕн шывра ишес енĕпе уçă ăмăрту ирттернĕ. Тупăшăва Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Етĕрне хулисемпе пирĕн район команди, пурĕ 200 ытла спортсмен хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре Вăрмарсем лайăх результатсем кăтартнă.

Малтанхи кунĕнче ирĕклĕ майпа 50 метр ишсе Н.Чернова, О.Иванова, И.Голубев иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. 100 метр комплекслă майпа ишессипе Н.Чернова - пĕрремĕш, О.Иванова иккĕмĕш пулнă. 400 метрлă дистанцире ирĕклĕ майпа ишессипе Н.Черновăпа И.Голубев çĕнтернĕ.

Иккĕмĕш кунĕнче тупăшусем уйрăмах çивĕч иртнĕ. 200 метр ирĕклĕ майпа ишсе Н.Чернова пĕрремĕш, 100 метр ишсе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Çав дистанцисенчех И.Голубев иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. 50 метр баттерфляй мелĕпе ишсе О.Ивановапа И.Голубев иккĕмĕш вырăнсене тухнă. 200 тата 50 метрлă дистанцисенче çурăм çинче ишсе О.Иванова чи пултарулли пулнă, пĕрремĕш вырăнсене никама та паман.

Улатăр хулинче иртнĕ ăмăрту та çамрăксен асĕнчех-ха. Унта 2001 çулта çуралнă тата унтан та кĕçĕнреххисем хутшăннă. Ăмăртăва Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Саранск, Ульяновск хулисенчи Олимп резервĕсен училищисенче вĕренекенсем пухăннă. Вăрмар хĕр ачисем те маххă паман. Виçĕ енлĕ ăмăртса (50 метрлă дистанцисене ирĕклĕ майпа тата брасс енĕпе, 100 метр комплекслă майпа ишсе) Н.Чернова пурне те çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тухнă. О.Иванова 100 метр çурăм çинче ишсе иккĕмĕш разряд нормативне пурнăçланă. Кăçал та темиçе ăмăртăва хутшăнчĕç вĕсем. Кашнинчех пултарулăхпа палăрчĕç. Январь уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкарта йăлана кĕнĕ «Çамрăк ишевçĕ» ăмăрту йĕркеленĕ. Тупăшăва Чулхула, Анат Тагил, Йошкар-Ола, Самар, Иваново, Ижевск, Киров, Ульяновск, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенчи чи пултаруллă 144 спортсмен хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре Н.Чернова улттăмĕш вырăн йышăнма пултарнă.

Февраль уйăхĕнче тĕнче класлă спорт мастерĕн А.Дмитриевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн Çĕрпÿ хулин уçă ăмăртăвĕ иртнĕ. Кунта та Вăрмарсем палăрнă. Пĕр çулхисем хушшинче 25 метр ирĕклĕ майпа ишсе Н.Чернова пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Хăйĕнчен аслăраххисен ушкăнĕнче 50 метр ишсе иккĕмĕш вырăна тухнă. Хăйĕнпе пĕр çулта çуралнисем хушшинче 50 метра ишсе И.Голубев иккĕмĕш пулнă.

Куславкка хулинче ирттернĕ эстафетăлла тупăшура пирĕн районти хĕр ачасен команди - иккĕмĕш, арçын ачасен команди виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Февраль уйăхĕнчех Шупашкарта патшалăх телерадиокомпанин призĕсене çĕнсе илессишĕн «Спорт горизончĕсем» ăмăрту ирттернĕ. Кÿршĕри хуласемпе облаçсенчен çамрăк спортсменсем нумай хутшăннă кунта. Апла пулин те пирĕн çамрăк хĕр ачасем çухалса кайман. Н.Чернова 50 метр ирĕклĕ майпа ишсе виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. О.Иванова 100 метр çурăм çинче ишсе иккĕмĕш разряд нормативне тултарнă.

Мартăн 23-мĕшĕнче район центрĕнчи «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче шывра ишес енĕпе республикăри «Сенкер хум» фестивалĕн зонăри виççĕмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсем иртнĕ. Тупăшăва Канаш хулин, Патăрьел, Елчĕк тата пирĕн район спортсменĕсем хутшăннă. Вăрмарсем уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă. Районăн пĕрлештернĕ команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Эстафетăра ишсе 25 тата 50 метрлă дистанцисенче хĕр ачасен командинчи Н.Чернова, О.Иванова, О.Чернова, А.Грачева пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Арçынсен командинчи И.Голубев, Л.Степанов, Д.Федоров, А.Чернов 25 метр ишсе пĕрремĕш вырăна тухнă.

Тĕрлĕ дистанцисенче ăмăртса хăйсен ушкăнĕсенче Н.Чернова, О.Иванова, О.Чернова, А.Грачева, И.Голубев, Г.Сидоров, О.Чернов, Л.Степанов, С.Соколов призлă вырăнсене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика