АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар шкулĕн пуçламăшĕ çапла пулнă

04 апреля 2012 г.

Вăрмарта Курбатовăн сĕтел-пукан фабрики вăй илсе пынă, унта ĕçлекенсен шучĕ те ÿснĕ. Чукун çул рабочийĕсем те нумайланнă, пурăнмалли бараксем те тивĕçлĕ вырăн йышăннă. Станцие килнĕ сутуçăсем çуртсем туса лартнă, суту-илÿ ĕçне анлăлатсах пынă. Халăх йышĕ те кашни çулах нумайланнă. Малтанхи вăхăтра урăх çĕртен куçса килнĕ вырăс специалисчĕсем ытларах пулнă. Вĕсем хăйсен ачисене вĕренме Кивĕ Вăрмар, фабрикăра ĕçлекенсем Çĕнĕ Кавал шкулĕсене вырнаçтарнă, станцире ун чухне шкул пулман.

Çак йывăрлăхсене шута илсе 1928 çулта кĕркунне вĕренекенсен пĕрремĕш класне йĕркеленĕ. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă, партăсем хушшине пурĕ сакăр ача ларнă.

1929 çулхи августăн 20-мĕшĕнче Ефимова учительницăна шкул заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Çут ĕç пайĕн инспекторĕ станцири кашни киле çÿресе ачасене шута илсе пĕлтерме хушнă. Кивĕ Вăрмарти шкултан икĕ класс пĕтернĕ çирĕм ачана тата пĕрремĕш класа çÿремелли 26 ачана шута илнĕ. Çак 46 ачаран нумайăшĕ чукун çул çинче ĕçлекеннисен пулнă.

Вĕренме вырăн пулманнипе сентябрĕн 3-мĕшĕччен уроксене райĕçтăвком çумĕнчи Хĕрлĕ кĕтесре ирттернĕ. Шкул валли Зубов пуянран туртса илнĕ çурта панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика