04 апреля 2012 г.
Паллах, Вăрмар паçулккин сăн-сăпачĕ пĕрмаях улшăнса тăнă. 1893–1919 çулсенче вăл питех саркаланса аталанайман. Маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, станцие чи пирвай пурăнма чукун çул ĕçченĕсем, суту-илÿпе аппаланакансем килнĕ. Вĕсем хыççăн хатĕрлев, авса сĕтел-пукан ăсталас тĕллевпе ăшталакансем пырса çитнĕ. Кÿршĕри ялсемпе хуласенчи çеç мар, ют çĕршывсенчи усламçăсем те Вăрмар тăрăхне куç хывнă, кунта хатĕрлев склачĕсем, ытти çĕрте çук холодильник хăпартса лартнă. Чăваш хресченĕсен ĕçченлĕхне, тыр-пул туса илме, аш-какайлăх тĕрлĕ чĕр-чун çитĕнтерме пĕлнине ăнланнă ĕнтĕ вĕсем, хатĕрлесе çитернĕ тавара кирлĕ çĕре çитерме çывăхрах чукун çул пурри, аякрах та мар пăрахутсем çÿреме пултаракан анлă Атăл юхса выртни (унти пристаньсем ĕнтĕ) илĕртнĕ вĕсене. Малтанлăха Вăрмар станцийĕ хăйне майăн çĕкленнĕ, çуртсене плансăрах хăпартма пуçланă. Ак мĕн çырать кун пирки С.Гурьев тавра пĕлÿçĕ:
«Вăрмар ялĕн пĕрремĕш планне (ун чухне паçулкка темен-ха) 1900 çулхи ноябрьте Çĕрпÿ земство управи Хусан кĕпĕрне правленине çитернĕ. Унпа килĕшÿллĕн строительство валли 34 вырăн уйăрнă. Вĕсенчен 4 вырăнне малтанах йышăннă пулнă ĕнтĕ.
Кĕпĕрнен строительство пайĕ 1900 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнчи ларăвĕнче Вăрмарсен планне пăхса тухса каялла тавăрса пама йышăннă. Сăлтавĕ: Кивĕ Вăрмар обществи хăйсен çĕрĕ çинче Вăрмар паçулкки тăвассине приговор туса çирĕплетменни.Унсăр пуçне малтанхи 4 пайри çуртсене чукун çултан 20 метртан çывăхрах нимле плансăрах хăпартса лартни те.
5 участокăн земство пуçлăхĕ Кивĕ Вăрмар ялĕн хресченĕсемпе калаçни кăлăхах пулнă: лешсем çĕр уйăрса пама ниепле те килĕшмен. Пухура вĕсем хăйсене 1888 çулти пек кăра тытман, çапах та çĕр уйăрса парассишĕн сасăлама тăхтаса тăрассине пĕлтернĕ.
1907 çулта Патшалăх Думин Иккĕмĕш Пухăвне депутата Кивĕ Вăрмар çыннине Александр Федорова суйлани те сăлтавсăр мар. Çĕрпÿ земство управи çапла майпа хресченсене лăплантарас, кирлĕ резолюцишĕн сасăлама хистес тенĕ.
Вăрмар станцийĕпе пĕрлех Шăхран станцийĕ те йĕркеленнĕ терĕмĕр. Шăхран ялĕн хресченĕсем земство пуçлăхĕ ыйтнине пирвайхи пухурах татса панă: ял вырăнĕнче Шăхран станцийĕ-поселокĕ йĕркелеме, çĕр уйăрма ирĕк панă.
Çĕрпÿ земство управи 1901 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче кĕпĕрне правленине Вăрмар паçулккин иккĕмĕш планне тăратнă. Анчах та малтанхи планпа танлаштарсан иккĕмĕшĕнче хăш-пĕр улшăнусем пулнă ĕнтĕ. Калăпăр: Феликс Зейфрид (акăлчан) пурăнмалли çурт, сарай, ампар, çăмарта шуррисене типĕтмелли пÿлĕм, нÿхреп туса лартнă.
Çĕрпÿ купсин Николай Курбатовăн пурăнмалли çурт, икĕ ампар, нÿхреп пулнă.
Ытти пилĕк лаптăкра та хресчен-сутуçăсем хăйсем тĕллĕн туса хăпартнă хуралтă-çуртсем ларнă.
Асăннă çуртсемпе хуралтăсем нимле плансăр, саккунсене пăхăнмасăр туса лартнăскерсем пулсан та Хусан кĕпĕрне правленин строительство пайĕ вĕсене тĕкĕнмелле маррине пĕлтернĕ, çавăнпа Вăрмар паçулккин çĕнĕ планĕ кирлине пĕлтернĕ.
Çĕрпÿ земство управи Вăрмар паçулккин виçĕмĕш планне 1902 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрне правленине тăратнă. Апрелĕн 9-мĕшĕнче çак плана пăхса тухса çирĕплетнĕ. Çĕрпÿ уесĕн 5-мĕш участок пуçлăхĕ 171 номерлĕ проекта Кивĕ Вăрмар хресченĕсен приговорĕсĕрех йышăннине пĕлтернĕ. Патша правительствин Шалти ĕçсен министерствин циркулярĕпе килĕшÿллĕн Киввăрмарсенчен çак килĕшĕве ыйтмалла маррине те каланă. (Хирĕç тăр-ха!)
Çапла вара, Вăрмар паçулккине Кивĕ Вăрмарсен çĕрĕ çинче Киввăрмарсенчен ыйтмасăрах аталанса кайнă теме пултаратпăр.
Виççĕмĕш планра çакна та палăртнă: малтанах плансăр, йĕркене пăхăнмасăр хăпартса лартнă çуртсене вырăнтах хăварас, анчах вĕсен тăрри тимĕртен пулмалла. Вăрмар станци йĕркеленсен кашни çулах пĕр çурт хăпартса лартнă. Çакăн пек лару-тăру 1927 çулчченех пынă.» Ку ĕнтĕ урăх калаçу...