04 апреля 2012 г.
65 çул каялла Вăрмар рабочи поселокĕн статусне илчĕ. Анчах та нимĕн те тÿрех пулмасть. Çак ята иличчен пулас поселокăмăрăн та вăрăм та тумхахлă çулпа утма тивнĕ. Çакăн çинчен Çĕнĕ Кавалта çуралса ÿснĕ Николай Гурьевич Гурьев хăйĕн документлă повеçĕсенче çырса хăварнă. Пĕр сыпăкĕпе паян паллаштарасшăн.
1890 çулта патша правительстви Мускавран хĕвелтухăçнелле чукун çул тума йышăннă. Çав вăхăтра Раççейре промышленность аталанса пынă май, хĕвелтухăçнелле хуласемпе суту-илÿ тума чукун çул кирлĕ пулнă. 1890 çулта ыраш шăркана ларнă вăхăтра Çĕрпÿ уесне çак тавралăхри çĕршыва чукун çул туса кайма вырăн шыракан, хăй вăхăтĕнчи пысăк пĕлÿллĕ çын, Вяземский инженер-геодезист килнĕ.
Сип-симĕс сĕлĕ ÿснĕ уй-хирте Мускавран шутласа 708 çухрăмра 425 пикет патĕнче станци тумалли çинчен хăйĕн ĕç журналĕ çине çырса хунă.
Кивĕ Вăрмар хресченĕсем чукун çул тума хăйсен лайăх çĕрĕсене парасшăн пулман, анчах та вĕсенчен ыйтса тăман. Станци лартма тата чукун çул туса кайма таврари тыр-пул акса тăвакан хаклă çĕре Кивĕ Вăрмарăнне 36 теçеттин, Чупайсенне - 21, Çĕнĕ Кавалăнне - 17, Паттинне - 2, Арапуçпе Ямпайăнне 1 теçеттин ытларах касса илнĕ. Чукун çул ĕçлеме тытăнсан Вăрмар станцинчи пăравуссен бригади барак евĕрлĕ йывăç çуртсенче пурăннă, кашни бригадăра виçĕ çын пулнă.
Çĕрпÿри вырăс-хуçа Н.Курбатов тĕш тырăпа (ыраш, сĕлĕ, пăри, хуратул, урпа,ясмăк, пăрçа) вăйлă сутă тунă. Вăл Çĕнĕ Кавал çĕрĕ çинче типĕтекен пысăк авăн лартнă, çурма хакпа илнĕ йÿнĕ тырра унта типĕтнĕ.
Чукун çул тума çĕр купалама пуçласанах Курбатов икĕ хутлă тырă склачĕсем иккĕ лартнă, таврари ялсенчи хресченсем хăйсен лашисемпе йывăр тиенĕ лавсене станцине турттарнă, складсене чышнă. Чукун çул туса пĕтерсен, пуйăс çÿреме пуçласанах Курбатов тыррине тиенĕ вакунсем Раççейри ытти хуласене ăсаннă. Вăрмарпа суту-илÿ тăвакансем хыççăн Вăрмар станцине ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсем çитеççĕ. Чи малтанх Феликс Луизович Зейфрид килет. Вăл 1897 çулта çăмарта склачĕ, холодильник тутарнă, икĕ приказчик тытнă. Пĕри - Кассель, тепри Австринчен килнĕ Франц Баум пулнă. Таврари ялсенче йÿнĕ хакпа çăмарта пуçтарса услам тунă вĕсем.
1926 çулта Вăрмар станцийĕ вулăс, 1927 çулта район центрĕ пулса тăнă.