04 апреля 2012 г.
Шыв-шур вăхăтĕнче асăрхануллă пулмалли пуриншĕн те паллă. Çавăнпа та çак вăхăтра хамăра мĕнле тытмалли пирки асăрхаттарса калани вырăнлă пулмалла.
Çак правилăсене ялан асра тытмалла:
- Сасартăк сивĕ шыва кĕрсе ÿкрĕр пулсан, мĕнле те пулин япаларан ярса тытма тăрăшăр, сивĕ шыва 30-40 çеккунтра хăнăхса çитетĕр;
- Шыва кĕрсе ÿкрĕр пулсан, шутласа илĕр: хăшĕ лайăхрах: çыран хĕрне ишесси е кимĕрен ярса тытасси. Сивĕ шывра нумай вăхăт пулнă хыççăн кантраран тунă пусма çине хăпарма ан тăрăшăр, унтан ÿкме пултаратăр, хытă хусканусем ан тăвăр, суставсем аманма пултараççĕ;
- Çивĕч кĕтеслĕ пăртан сыхланăр: вăл сирĕншĕн икĕ енлĕ инкек илсе килме пултарать;
- Сивĕ шыв сирĕн ÿте касса сиенлетме пултарать, юн юхни час чарăнмасть. Çынсем ытларах шывра сивĕ пулнипе мар, юн нумай юхнипе вилме пултараççĕ;
- Çÿхе пăр çине тухма ан тăрăшăр. Ун çине тухрăр пулсан, ăна майĕпен ватса пырса çыран хĕрне тухма тăрăшăр;
- Эсир çыран хĕрне е пăр çине тухрăр пулсан, хăвăр çинчи тум-тире пĕтĕмпех хывса пăрахăр, пăрса типĕтĕр, унтан тăхăнăр. Пăр çинче тата сивĕ çĕр çинче çарран ан тăрăр. Ăшăнмалли хусканусем тăвăр. Эсир чĕтреме пуçларăр пулсан, ку вăл лайăх япала, организм ăшăнма пуçлать;
- Шыв температури 7-8 градус пулсан, çын пурнăçĕшĕн тата сывлăхĕшĕн кĕске вăхăт хушши шывра пулни сиенлех мар;
- Сивĕ шывра нумай вăхăт хушши пулнă çынна эсир пулăшас тетĕр пулсан, эрех таврашĕ ан парăр, вăл сиен çеç кÿме пултарать. Май килнĕ таран инкеке лекнĕ çынна типĕ кĕпе-йĕм тăхăнтарма тăрăшăр, массаж тăвăр.