АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăх ертÿçине суйларĕç

04 апреля 2012 г.

Мичурин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Унта пурĕ 5 ыйту пăхса тухнă. Пухăва райадминистрацин юридици пайĕн пуçлăхĕ Л.Степанов, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп агрономĕ Н.Николаев, тĕп зоотехникĕ О.Васильев хутшăннă.

Отчетпа суйлав пухăвĕ Кĕтеснерти Культура çуртĕнче иртрĕ. Чи малтанах Мичурин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Николай Демидович Захаров хуçалăхăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, асăннă хуçалăхăн акса-туса илмелли çĕр лаптăкĕ пурĕ 89 гектар шутланать. Вĕсенчен 8 гектарне «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăна арендăна панă. Иртнĕ çул тĕш тырă 15, çĕр улми 6, нумай çул ÿсекен курăксем 50 гектар çинче çитĕнтернĕ. 2011 çулта тĕш тырă 28 тонна, çĕр улми 25 тонна, утă 83 тонна (27 гектар çинчен), 19 гектар çинчен 173 тонна выльăх апачлĕх симĕс курăк туса илнĕ. Ку кăтарту ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан чылай япăхрах. Асăннă хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ иртнĕ çул пурĕ - 43 (çав шутран сăвакан ĕне - 34), сыснасен йышĕ 78 шутланнă. Пĕлтĕр пурĕ сĕт 2 пин те 672 килограмм, аш-какай 83 центнер туса илнĕ.

Николай Демидович çавăн пекех хуçалăхăн бюджет мар фондсене, ытти çĕре тÿлемелли парăмсем чылай пухăннине палăртрĕ. Çакă чи малтанах Мичурин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ иртнĕ çулсенче тăкаклă ĕçленипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра ку хуçалăхра 16 çын вăй хурать. Унсăр пуçне хуçалăха çĕр пайĕсене арендăна панă çынсем те пур. Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ - 19 (çав шутран сăвакан ĕнесем - 8), сыснасем 25 шутланаççĕ.

Пухăва хутшăннă хуçалăх ĕçченĕсем кооперативăн иртнĕ çулхи ĕçне вăтам хак пачĕç. Унтан кооператив правление 3, сăнав канашне 3 çынна суйларĕç.

Юлашкинчен Мичурин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председательне суйларĕç. Залра ларакансенчен хăшĕ-пĕри çак ялтах çуралса ÿснĕ, çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсен кандидатурисене те сĕнчĕ, анчах та вĕсем хуçалăх тилхепине тытса пыма килĕшмерĕç. Теприсем çамрăксене çул памалли çинче чарăнса тăчĕç. Çавна май кооператива ертсе пыма А.Игнатьев кандидатурине сĕнчĕç. Вăл хăй енчен асăннă хуçалăха малалла аталантарма, çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме шантарчĕ. Пурте пĕр сасăллă пулса ял хуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ пулма пултаруллă та çамрăк çынна А.Игнатьева суйларĕç. «Çамрăксене шанмалла», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Апла пулсан çамрăк та пултаруллă А.Игнатьев ертÿçĕ хуçалăха аталану çулĕпе илсе пырасса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика