АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ырлăхĕ - район малашлăхĕ

31 марта 2012 г.

Районти Культурăпа кану çуртĕнче иртнĕ канашлура Вăрмар районĕн 2011 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Ăна Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пычĕ. Канашлăва çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, район прокурорĕ Е.Краснов, РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ И.Константинов тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç. Вăрмар районĕн 2011 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата 2012 çулхи малашлăх задачисем çинчен райадминистрацин пай пуçлăхĕ Н.Краснова паллаштарчĕ.

Чи малтанах Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин сăмах илчĕ. «Районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкернĕ май çакна палăртмалла: пур отрасльте те кăтартусем пирĕн ырă енĕпе палăрса тăраççĕ. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма пирĕн пĕтĕм вăй-хала парса ĕçлемелле тесе палăртнă. Иртнĕ çулхи кăтартусем те çакнах çирĕплетсе параççĕ», - терĕ Константин Владимирович. Унтан райадминистрацин пай начальникĕ Н.Краснова районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 2011 çулта пур категориллĕ хуçалăхсенче продукци туса кăларассин калăпăшĕ иртнĕ çул 1763 миллион тенкĕпе танлашнă. Ял хуçалăх продукцин производствин индексĕ ÿсни иртнĕ çул унчченхи çулпа танлаштарсан тĕш тырă нумайрах туса илнипе (вăл 4,9 хут ытларах ÿснĕ) çыхăннă. 2011 çулта 14606 гектар çинчен 39,9 пин тонна тĕш тырă вырса илнĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан 25,4 центнерпа танлашнă. Пур категориллĕ хуçалăхсенче çĕр улмие 3501 гектар çинчен пурĕ 64,5 пин тонна пухса илнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 184,2 центнер тухнă. Иртнĕ çул тухăçлă тĕш тырă туса илессипе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи, «Ямуков Г.Н.», «Федоров Ю.Б.» хресчен (фермер) хуçалăх, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество тăрăшса вăй хунă.

«Чăваш Республикин агропромышленность комплексне аталантарасси тата 2008-2015 çулсенче ял хуçалăх продукцине, апат-çимĕçпе чĕр тавара рынокра йĕркелесси» тĕллевлĕ программăпа, ЧР Пуçлăхĕ палăртнă задачăсемпе килĕшÿллĕн кăçал пур категориллĕ хуçалăхсенче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен калăпăшне 42,2 пин тонна таран ÿстермелле (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 14 процент ытларах), çĕр улми - 66 пин, пахча çимĕç - 5,7 пин тонна, хăмла - 38 тонна. Çавăн пекех çитменлĕхсем пирки те каларĕ. Вăл аш-какай туса илесси унчченхи çулпа танлаштарсан 8,8 процент, сĕт туса илесси 3,9 процент чакни çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ иртнĕ çул 27 процент таран чакнă. Кăçалхи çул ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансен аш-какай, сĕт, çăмарта ытларах туса илессипе тăрăшса ĕçлемелле.

Райадминистрацин пай начальникĕ Н.Краснова çавăн пекех промышленность, вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кунта «Светлана», «АЛТЭЦЦА», «УЮТ», «Аван-Полимер», «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăсем, «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи иртнĕ çул лайăх ĕçлесе пынине палăртмалла. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх ĕçĕнче хальхи вăхăтра 2098 çын (район экономикинче ĕçлекенсен 43,7 проценчĕ) вăй хураççĕ. 2011 çулта ĕçсĕр 99 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Иртнĕ çул хушма ĕç вырăнĕ 196 йĕркеленĕ, çав шутран предприятисенче - 88, ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă - 108. 2011 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнеса пуçласа яракан 3 çын республикăри конкурса хутшăнса 300-шер пин тенкĕ çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех район бюджетĕнчен те пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма 5 çынна пулăшу кÿнĕ.

«Пирĕн тĕп тĕллев - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, районта пĕчĕк предприятисем уçса вырăнти халăха май пур таран ĕçпе тивĕçтересси», - терĕ Н.Краснова. Хăйĕн анлă докладĕнче вăл строительство ĕçĕ-хĕлĕ çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 2011 çулта пур тĕрлĕ çăл куçсенчен куçарнă укçапа 491 миллион тенкĕлĕх строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçланă. Çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси те 4,6 процент (40320 тăваткал метр) ÿснĕ. Кăçал акă поселокри Некрасов урамĕнчи 27 хваттерлĕ çурт та хута кайнă.

«2013 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул çурт-йĕр условийĕсене 10 çемье лайăхлатрĕ. Çавăн пекех «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăпа та 22 çамрăк çемье хăтлă çурт-йĕрлĕ, хваттерлĕ пулчĕ. Çемьере 5 е ытларах ача пуррисем валли те виçĕ çурт-йĕр хăпартса панă. Ку пулăшу пĕлтерĕшлĕ пулни пурне те паллă. Çĕнĕ урамсене электрификацилессипе çыхăннă программăна пурнăçласа Чупай, Патти,Çĕнĕ Мăнтăр ялĕсен çĕнĕ урамĕсене çутă кĕртнĕ. Строительство ĕçĕнче пурнăçламалли ĕçсем чылай. Çитес вăхăтра Пинер ялĕнче 160 ача вырнаçмалăх шкул хăпартас тĕллевлĕ.

«Социаллă хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă граждансене, çул çитмен ачасене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксен тăлăх арăмĕсене, вăрçă участникĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе асăннă программăсемпе малашне те тĕллевлĕн ĕçлеме палăртатпăр», - терĕ Н.Краснова. Унсăр пуçне «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсенче тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указа пурнăçласа кăçал çак программăна Шăхаль, Кавал, Энĕшпуç ял тăрăхĕсене кĕртнĕ. Эппин асăннă ял тăрăхĕсенче унăн инфратытăмĕ тата та ытларах аталанасса шанатпăр.

Надежда Ильинична хăйĕн калаçăвĕнче çавăн пекех пĕрлештернĕ бюджетăн иртнĕ çулхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе, районти демографи лару-тăрăвĕпе, сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕрентÿ, культура, спорт çитĕнĕвĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Унтан райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп агрономĕ Н.Николаев тухса калаçрĕ. Вăл çурхи ака ĕçĕсене районти ял хуçалăх предприятийĕсем мĕнлерех шайра хатĕрленнипе паллаштарчĕ. «Кăçал пирĕн халиччен усă курман 3062 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессине вĕçлемелле», - тесе палăртрĕ Николай Михайлович. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пурĕ çурхи культурăсене 15440 гектар çинче акса хăвармалла. Акакан çĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 23614 гектар, çакă пĕлтĕрхинчен 104 процентпа танлашать. Ял хуçалăх ĕçĕсене тухăçлă ирттерме пур категориллĕ хуçалăхсенче техника ĕçе хатĕр. Хальхи вăхăтра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ 2875 тонна пур (100 процент), вĕсенчен 2392 тонна кондициллĕ. Çавăн пекех пур категориллĕ хуçалăхсем çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрлеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин иртнĕ çул декабрĕн 4-мĕшĕнче иртнĕ РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Юлашкинчен районти халăха иртнĕ çул пурнăçланă пархатарлă ĕçсемшĕн тав турĕ, малашне те пĕрле тачă çыхăнура ĕçлемелли пирки каларĕ.

Райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн, РФ Президенчĕн суйлав итогĕсене пĕтĕмлетрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, РФ Президенчĕн суйлавне пирĕн район активлă хутшăннине тата республика, Раççей шайĕнче лайăх кăтартусемпе палăрнине каларĕ. Çавăн пекех ку енĕпе лайăх ĕçленĕ ял тăрăхĕсене асăнчĕ. Вĕсем Чупай, Тикаш, Шăхаль, Чулкас, Энĕшпуç, Кĕлкеш, Пинер, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсем пулчĕç. Асăннă ял тăрăхĕсенчи чи пултаруллă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене, ял активисчĕсене тата çак ĕçре палăрнă ытти çынсене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев «Единая Россия» партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн, райадминистрацин пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене пачĕç.

Канашлура çавăн пекех район прокурорĕ Е.Краснов, РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ И.Константинов тухса калаçрĕç, ял тăрăхĕсенче профилактика канашĕн тата халăх дружинин ĕç-хĕлне вăйлатмалли çинчен палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика