АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейсем çулĕнчи юбилейлă эстафета

28 марта 2012 г.

Вăрмар тăрăхĕ кăçал уявсемпе пуян - апрель уйăхĕн 3-мĕшĕнче Вăрмар станцийĕнчен рабочи поселокĕ туса хунăранпа 65, сентябрĕн 5-мĕшĕнче Вăрмар районне туса хунăранпа 85 çул çитет. Çакă историри икĕ паллă пулăм хушшинче «Хĕрлĕ ялав» район хаçачĕ те хăйĕн вырăнне тупнă. Пĕлтĕрхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче унăн пĕрремĕш номерĕ (ун чухне «Трактор» ятпа) тухма пуçланăранпа 80 çул çитрĕ. Кăçал вара, район юбилейĕ тĕлнелле, унăн 10000-мĕш номерĕ пичетленсе тухмалла. Çак кунсенче вара хаçат ĕçченĕсемпе ăна вулакан, спорта юратакансемшĕн тепĕр паллă мероприяти - хаçат призне çĕнсе илессишĕн 30-мĕш йĕлтĕр эстафети иртрĕ. Ăна иртнĕ çулсенчи пекех Вăрмар поселокĕпе Кивĕ Вăрмар ялĕ хушшинчи посадка хĕррипе йĕркеленĕ.

Программăра палăртнă пекех тупăшу пилĕк ушкăнпа иртрĕ, пĕтĕмпе 108 çĕнтерÿçĕне медальсемпе грамотăсем парса чысларĕç ăна йĕркелекенсем. Тинех чăн-чăнах çур пуçламăшĕнчи пек хĕвеллĕ те тÿлек çанталăк тăни-ши, ку юбилей чупăвĕ пулни-ши е тата районта иртекен кивĕ юр тăрăх чупассипе иртекен юлашки ăмăрту пулнăран-ши - пур спортсмен та, çамрăк-и вăл е çуланнă çын, çĕкленÿллĕ кăмăллă пулни курăнчĕ.

Чи малтанах пухăннисене «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев, нумай вăхăт хушши хаçата маларах ертсе пынă РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Васильев саламларĕç.

Унтан старта районти шкулсенче 4-5 классенче вĕренекен арçын ачасен команди тухрĕ. 1 километрлă дистанцие чи малтан Пинерсем вĕçлерĕç, вĕсем хыççăн - Тикашсем, Энĕшпуçсем виççĕмĕшсем пулчĕç. Хĕр ачасенчен вара (вĕсем 500 метра чупрĕç) Энĕшпуçсене çитекенни пулмарĕ. Кăшт çеç начартарах результатпа дистанцие Чупай тата Чулкас хĕр ачисем вĕçлерĕç. 6-7 класра вĕренекен арçын ачасем хушшинче I - II-мĕш вырăнсене Энĕшпуçсемпе Чупайсем илчĕç, виççĕмĕшĕнче - Кĕлкешсем. Пĕр вĕрентекен патĕнче ăсталăха туптанăранах пулĕ асăннă çулсенчи хĕр ачасем хушшинче те I-II-мĕш вырăнсенче Энĕшпуçсемпе Чупайсем пулчĕç. Вĕсен йĕлтĕрĕсем çине хыçалтан ку хутĕнче Шăхальсем «таптаса» пычĕç.

8-9 классенче вĕренекенсем ăмăртнă чухне Чупайсемпе Энĕшпуç командисем вырăнсемпе улшăнчĕç. Кÿршĕллĕ ялсен командисенчен Чупайсен пĕрремĕш команди пĕрремĕш, иккĕмĕш команди виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Энĕшпуçсем вĕсен хушшинче юлчĕç. Çак çулсенчи Чупай хĕрĕсем те малти вырăна никама та памарĕç. Тикашсемпе Пысăк Енккассисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

10-11-мĕш классенче вĕренекенсен командисем хушшинче çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Кунта та хĕрсем хушшинче те Энĕшпуçсене çитекен командăсем пулмарĕç. Яшсенчен Мăнçырма тата Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул командисем иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Хĕрсенчен иккĕмĕшĕнче - Пысăкенккассисем, виççĕмĕшĕнче - Мăнçырмасем;

Хуçалăхсенчи, предприятисемпе организацисенчи тата уйрăм йĕлтĕрçĕ-арçынсем 2 километрлă дистанцире, хĕрарăмсем 1 километр чупса ăмăртрĕç.

60 çултан иртнисем валли кăна вăл кăшт улшăнчĕ. Арçынсем 1 километра, хĕрарăмсем 500 метра тупăшрĕç.

20 çултан пуçласа 70 çултан иртнĕ спортсменсем хушшинче 1-3-мĕш вырăнсене районăн хула, ял тăрăхĕсенчен, предприятисемпе организацисенчен килнĕ çак спортсменсем йышăнчĕç: Н.Павлов, В.Александров, Н.Андреев, Ю.Петров, Н.Михайлов, Т.Сорокина (Вăрмар поселокĕ), О.Иванов, С.Иванов (Энĕшпуç), Л.Уливанов, Г.Боредский (Пинер), Э.Мясников, З.Маркова (Кивĕ Вăрмар), В.Моклаков, В.Лирзай, Т.Ашмарина (Кавал), С.Архипов (Мăнçырма), В.Васильев (Çĕнĕ Вĕренер).

Хаçат редакцийĕ ăмăртăва хутшăннă пур спортсмена та, ăна йĕркелесе ирттерме пулăшнă райадминистрацин физкультурăпа спорт секторне, судьясене, хула, ял тăрăхĕсен, предприятисен, организацисемпе учреждженисен пуçлăхĕсене тав тăвать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика