28 марта 2012 г.
Çĕнĕ Шупашкарта 1999-2000 çулта çуралнă шкул ачисем хушшинче дзюдо енĕпе кĕрешессипе республика шайĕнче спартакиада иртнĕ.
66 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăна Е.Орлов, 44 килограмлă тата ытларах виçере виççĕмĕш вырăна А.Сорокина, 60 килограмлă тата ытларах виçере виççĕмĕш вырăна С.Федотов йышăннă.
Çавăн пекех мартăн 22-мĕшĕнче çак хуларах 1998-2000 çулта çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче дзюдо енĕпе кĕрешессипе ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне А.Трофимова асăнса Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртнĕ. Ăмăртăва Чăваш, Тутар, Мари республикисенчи, Мускав, Свердловск, Чулхула облаçĕсенчи, Пермь тăрăхĕнчи командăсем хутшăннă. Чăваш Республикин чысне хÿтĕлекенсем хушшинче Вăрмар район ачисем те пулнă. К.Михайлов 73 килограмлă тата ытларах виçере пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, 66 килограмлă виçене çитичченхисем хушшинче Д.Никитин пĕрремĕш (Кубокпа медаль панă), Н.Никитин виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. К.Михайлов Чăваш Республикин чи лайăх кĕрешÿçи пулса тăнă, çакăншăн ăна çĕнтерÿ Кубокĕпе медальсĕр пуçне цифрăллă фотоаппарат парнеленĕ. Н.Никитин кĕрешÿ техникипе ăста пулса ятарлă Кубок çĕнсе илнĕ. Пурте вĕсем Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем.
Спортсменсен тренерне Л.Уливанова ачасене çитĕнÿ тума хатĕрленĕшĕн Хисеп хучĕпе тата медальпе наградăланă.