АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ çитĕнÿ

28 марта 2012 г.

Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ гимназире карате спорт вăййипе квалификацине ÿстерекен спортсменсен черетлĕ экзаменĕсем пулса иртрĕç.

Карате-до сетокан программине экзаменра кăтартма Вăрмарти Юрий Григорьев-тренерăн вĕренекенĕсем те килнĕ. Вăрмарăн çамрăк каратисчĕсем черетлĕ экзаменсене питех те ăнăçлă тытрĕç, хăйсен пултарулăхне, хăюлăхне кăтартрĕç.

Сарă пиçиххипе 8-кю программипе Алексей Кудряшов (Çĕнĕ Шулхан), Александр Тимушкин, Федор Плотников (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул) иккĕшĕ те ăнăçлă тупăшрĕç. 6-кю хĕрлĕ пиçиххи илессишĕн те хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Кристина Долгова (Шăхаль шкулĕ), Татьяна Кудрявцева (Мăнçырма шкулĕ), Олег Яранов (Энĕшпуç шкулĕ), Кристина Димитриева (Чупай ялĕ, Вăрмар шкулĕнче вĕренет), София Корнилова, Сергей Павлов, Александр Голубев, Николай Иванов (пурте Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ), Илья Михайлов, Артем Максимов (иккĕшĕ те Кивĕ Вăрмартан) спортри хăйсен пултарулăхне чăннипех те ăнăçлă кăтартрĕç.

Ашшĕ-амăшĕн ячĕпе карате секцин тренерне Юрий Иванович Григорьева уйрăмах палăртас килет. Çур çул хушшинчех вăл ачасене шурă, сарă, кĕрен, хĕрлĕ пиçиххисене çĕнсе илме экзаменсем тытма тĕплĕн хатĕрлерĕ.

Чăваш Республикин карате федерацийĕн ертÿçи, экзаменсене тыттаракан комиссин председателĕ Вячеслав Александрович Тимофеев Вăрмарăн пултаруллă каратисчĕсене экзаменсене ăнăçлă тытнăшăн спортсменсене те, вĕсен тренерне Ю.Григорьева та ăшшăн саламларĕ техника енчен чи лайăххисене Кристина Долговăпа Татьяна Кудрявцевăна уйрăмах палăртса хăварчĕ.

Хĕрлĕ пиçиххине тивĕçнĕ Вăрмар каратисчĕсене малашне те пысăк ÿсĕмсем тума сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика