28 марта 2012 г.
Федераци шайĕнчи программăсем пирĕн республикăри пур районсенче те пурнăçланаççĕ, пуриншĕн те пĕр пек условисем. Çапах та пур çĕрте те вĕсен эффективлăхĕ, тухăçлăхĕ пĕр тан мар. Шăпах çак сăлтавсене тĕпчеме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, сÿтсе явма пуçтарăнаççĕ те республикăри район центрĕсен хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем семинарсене. Ку хутĕнче вĕсем пирĕн Вăрмар районне çитсе курчĕç, унăн аталану çулĕпе паллашрĕç.
Семинара Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан С.Николаев, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Тарифсен службин республикăри уйрăмĕн начальникĕ Л.Жегалина, ЧР «Экологи тата çут çанталăк пурлăхĕпе усă курас енĕпе ĕçлекен наукăпа тĕпчев институчĕн» ĕçченĕ В.Никитина, ЧР Культура министерствин культура объекчĕсен секторĕн заведующийĕ А.Ипатьев, «Чувашия» Фондăн Президенчĕ М.Федотов, ЧР ШĔМĕн обществăлла йĕрке хуралне йĕркелекен Управленин начальникĕн заместителĕ С.Наумов хутшăннă.
Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ хăнасем чи малтанах Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕнче пуçтарăнчĕç, унтан районти тавра пĕлÿ музейне çитсе курчĕç. Музей ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах паллашнă май унăн директорĕ В.Цыфаркин, экскурсовочĕ О.Нарсова район историйĕпе паллаштарнине тимлесех итлерĕç. Унтан йышлă ушкăн Некрасов тăкăрлăкĕнчи 27 хваттерлĕ çĕнĕ çурта, «Светлана» тулли мар яваплă обществăна çитсе курчĕç. Район шайĕнче çакăн пек хăтлă çĕвĕ предприятийĕ пурри тĕлĕнтерчĕ пуçлăхсене.
Паянхи куншăн актуаллă ыйтусене сÿтсе явма семинара хутшăнакансем райадминистрацин ларусен залĕнче пухăнчĕç. Лару савăнăçлă пулăмран пуçланчĕ. Амăшĕн капиталĕн сертификатне тата тепĕр 7 ача амăшĕ, «ЧР Ĕç ветеранĕ» ята 11 ĕç ветеранĕ илчĕç.
Чи малтанах райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин сăмах илчĕ, районта çамрăксене хăварас тĕллевпе условисем тăвасси пирки, район бюджетне ÿстерсе халăх пурнăçне лайăхлатасси, ял хуçалăхне çирĕп ура çине тăратасси пирки каларĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн консультанчĕ В.Михайлов мартăн 4-мĕшĕнче иртнĕ Раççей Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. «Чувашия» Фондăн Президенчĕ М.Федотов республикăри обществăлла вырăнсенче пирус туртассине чарас тĕллевпе çирĕп политика ирттермелли эффективлă механизмсем тумалли пирки каласа пачĕ.
- 18 çула çитмен çамрăксене пирус турттассинчен уйрăмах сыхламалла. Çамрăк хĕрсем - пулас амăшĕсем - туртни обществошăн пысăк хăрушлăх. Пулас ачан амăшĕн варĕнче çитĕннĕ чухнех никотина туякан рецепторсем аталанаççĕ, - терĕ вăл. Тарифсен службин республикăри уйрăмĕн начальникĕ Л.Жегалина 2012 çулхи коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли тарифсемпе паллаштарчĕ. ЧР «Экологи тата çут çанталăк пурлăхĕпе усă курас енĕпе ĕçлекен наукăпа тĕпчев институчĕн» ĕçченĕ В.Никитина хула, ял тăрăхĕсен территорийĕнче пуçтарăнакан ăпăр-тапăрпа еплерех усă курмалли пирки тухса калаçрĕ. «Кулленхи пурнăçра усă куракан япаласен юлашкийĕсене усă курса иккĕмĕш пурнăç парнелемелли мелĕсем çинчен каласа пачĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хăйсен тивĕçне пурнăçланă майăн полицин участокри уполномоченнăйĕсемпе тÿрремĕнех ĕçлеме тивет. Преступленисен шутне чакарас тĕллевпе еплерех ĕçсем туса ирттерни пирки ЧР ШĔМĕн обществăлла йĕрке хуралне йĕркелекен Управленин начальникĕн заместителĕ С.Наумов каласа пачĕ.
Ларăва Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан С.Николаев пĕтĕмлетрĕ, район администрацийĕн пуçлăхне Константин Владимировича мероприятие тухăçлă ирттерме пулăшнăшăн тав сăмахĕ каларĕ.
«Спортпа ĕç - юнашар утаççĕ» текен каларăш пур чухне те вырăнлă. Семинар вĕçленсессĕн унта хутшăннисем Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче волейбол турнирĕнче тупăшрĕç.