АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунне хатĕрленсе

28 марта 2012 г.

Республика кунĕ кăçал Шупашкар хулипе районĕнче иртĕ. Пĕлтерĕшлĕ куна хатĕрленес ыйтусемпе йĕркелÿ комитечĕ ларăва пухăннă. Ăна республикăн премьер-министрĕ И.Моторин ертсе пынă. Ытти чухнехиллех кăçал та Шупашкарта экономика форумĕ иртĕ, «Стратегиллĕ çĕнĕлĕх вăхăчĕн» ыйтăвĕсене тишкерĕç. Фейерверк фестивальне те программăна кĕртнĕ. Ăна икĕ кун - 23 тата 24-мĕшĕсенче - ирттерме палăртнă. «Атăлçи çăл куçĕсем» фестивальпе «Раççей ăстисем» конкурс та яланхиллех иртĕç. Хулана епле капăрлатасси пирки те халех шухăшлаççĕ. Урамсенче уяв ирттерес йăлана та пăрахăçламĕç. Çапах та тĕп мероприятисем Хĕрлĕ площадре иртĕç. Кунсăр пуçне «Шупашкар: 500 çул» паркра «Акатуй» иртĕ.

Шупашкар районĕ те уява хатĕрленет. Йăлана кĕнĕ «Районăн ахах пĕрчисем» фестиваль вара тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене пухĕ, Г.Федоров халăх юрăçине халалласа унăн тăван ялĕнче Томаккассинче, фольклор ушкăнĕсен фестивалĕ иртмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика