АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр асран тухмасть

24 марта 2012 г.

Р.Петров Афган вăрçинче пуçне хунă 6 ентешрен пĕри. Тăван Çĕнĕ Кинчер ялĕнче ăна асăнса ирттерекен йĕлтĕрçĕсен турнирĕ йăлана кĕчĕ.

Паттăра манманни ку енĕпе район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсем тимлĕх уйăрнипе çыхăннă: пĕлтĕр вăл вĕреннĕ шкул стени çине Асăну хăми вырнаçтарчĕç. РФ Патшалăх Думин ют çĕршывсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелекен комитечĕн председателĕ К.Косачев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, республикăри афганец ветерансен союзĕн председателĕ И.Кашаев, Афган вăрçине хутшăннă ветерансем пулни асăннă мероприяти Раççей шайĕнче иртнине палăртрĕ. Кăçал та ăмăртăва хамăр район спортсменĕсем кăна мар, кÿршĕ районсенчи йĕлтĕрçĕсем те хутшăнчĕç. Старта чи малтан VIP ушкăнри спортсменсем тухрĕç. Пĕрремĕш вырăна райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ Н.Павлов çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш вырăнта - Пинер шкулĕн директорĕ Г.Боредский, виççĕмĕшĕнче В.Лукин.

1-3 классенче вĕренекен хĕр ачасем хушшинче 1-2 вырăнсене Н.Риманова, Т.Петрова (иккĕшĕ те Çĕнĕ Кинчер шкулĕ), çав ушкăнри арçын ачасенчен Д.Сотников (Çĕнĕ Кинчер), В.Иванов (Пинер), Д.Сергеев (Çĕнĕ Кинчер) призлă вырăнсенче пулчĕç.

4-5 классенче вĕренекенсенчен вара пĕрремĕш вырăна кÿршĕллĕ Тăвай районĕнчи О.Моисеева çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - В.Петрова (Кĕлкеш), И.Иванова (Энĕшпуç). Çак çулхи арçын ачасем хушшинче Тăвай районĕнчен килнĕ М.Иванов финиша пĕрремĕш çитрĕ. Пирĕн ентешсем - Н.Ивановпа В.Васильев (Пинер) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. 6-7 класра вĕренекен хĕр ачасем хушшинче М.Соборова (Чупай) пĕрремĕш пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - В.Николаева (Тăвай), виççĕмĕшĕнче - Т.Константинова (Пысăк Енккасси). Арçын ачасенчен призлă вырăнсене çаксем пайларĕç: Д.Данилов (Тăвай), Н.Ленский (Тикаш), В.Иванов (Энĕшпуç).

8-9 классенче вĕренекен хĕр ачасем хушшинче çÿлти вырăна хăна çĕнсе илчĕ. В.Конова (Тăвай) - пĕрремĕш, Н.Крыловăпа С.Александрова (Чупай) 2-3 вырăнсем йышăнчĕç. М.Алексеевпа А.Николаев пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç (Тăвай), А.Семенов (Çĕрпÿ) - виççĕмĕш вырăнта. 10-11 классенче вĕренекен хĕр ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна С.Данилова (Кĕлкеш), виççĕмĕшне А.Иванова (Энĕшпуç) тухрĕç. Апла пулин те Тăвайри Н.Гаврилова вĕсен хушшине кĕрсе иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Арçын ачасенчен - пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнта Д.Сорокин (Тăвай), Д.Петров (Çĕрпÿ) пулчĕç, Энĕшпуçĕнчи С.Иванов - виççĕмĕш.

29 çул тултарман хĕрсемпе хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăн А.Исакова (Сĕнтĕрвăрри) йышăнчĕ, арçынсенчен иккĕмĕш вырăна А.Александров (Çĕрпÿ), виççĕмĕшне В.Кашаев (Çÿлти Кинчер) тухрĕç.

30-39 çулхи хĕрарăмсенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăна - Н.Захарова (Пинер), М.Кашаева (Çÿлти Кинчер) йышăнчĕç. Арçынсенчен 1-2 вырăнсенче хăнасем - Г.Тимофеев (Çĕрпÿ), А.Николаев (Тăвай) йышăнчĕç. А.Голубев (Вăрмар) виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

40-49 çулсенчи хĕрарăмсенчен Чупайĕнчи С.Егоровăна никам та çитекенни пулмарĕ, иккĕмĕш вырăна вара Хусан спортсменки М.Симонова тухрĕ. Арçынсенчен çĕнтерÿçĕ ятне Ю.Наумов (Чашлама) илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта пирĕн район чысне хÿтĕлекен Н.Павловпа О.Мефодьев.

50-59 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче Куславккасем маттур пулни палăрчĕ. Т.Соловьева - пĕрремĕш, Л.Голосова - виççĕмĕш, В.Александровпа В.Московкин 2-3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Шупашкартан килнĕ В.Сидоров - пĕрремĕш, Çĕнĕ Кинчерти Р.Иванова иккĕмĕш пулчĕç.

60 çул урлă каçнă спортсменкăсенчен 1-мĕш вырăнта - Г.Кудряшова (Сĕнтĕрвăрри).

60-69 çулхи арçынсенчен Çĕрпÿ районĕнчен килнĕ Ф.Трофимов мала тухрĕ, 2-мĕш вырăнта - А.Богданов (Куславкка), 3-мĕшĕнче - В.Васильев (Вăрмар поселокĕ).

70 çултан иртнĕ арçынсем те ăмăртăва хутшăнни савăнтарчĕ. Ку категорире 1-мĕш вырăна Н.Алексеев (Сĕнтĕрвăрри), иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Н.Михайлов, В.Лирзай (Вăрмар поселокĕ) тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика