АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл перекенсем тупăшрĕç

24 марта 2012 г.

Январĕн 23 - февралĕн 23-мĕшĕсенче массăллă оборона уйăхлăхĕ иртнĕ май Раççей ДОСААФĕн автошкулĕнче кунта вĕренекенсемпе чылай çарпа патриотизм мероприятийĕсем ирттерчĕç. Кăçал вĕсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕç - ДОСААФ организацийĕ 85 çул тултарнă май уйрăмах çÿллĕ шайра иртрĕç.

Акă нумаях пулмасть, организацисемпе учрежденисенче, предприятисемпе хула, ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем хушшинче II Спартакиада шучĕпе Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пневматикăлла винтовкăран персе мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртăва йĕркелеме те çак организацире ĕçлекенсем активлă хутшăнчĕç.

Тĕл перекенсен тупăшăвĕ Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул тирĕнче иртнĕ. Арçынсем хушшинче 1-3-мĕш вырăнсене Вăрмарсем - В.Петров, Д.Каланов, А.Хованский йышăннă. Хĕрарăмсенчен те 1,3 вырăнсенче Вăрмарсемех - М.Петрова, Л.Агапова, иккĕмĕшне вара А.Лукина (Мăнçырма) йышăннă.

Командăсем хушшинче Совет Союзĕн Геройĕн А.Казаковăн куçса çÿрекен Кубокне Вăрмар хула тăрăхĕ çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Киввăрмарсем, виççĕмĕшĕнче - Кавалсем.

Предприятисемпе организацисенчен 1-мĕш вырăнта Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул, иккĕмĕшĕнче - халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, виççĕмĕшĕнче - район администрацийĕн команди.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика