24 марта 2012 г.
Ватăпа пĕрле çамрăк ĕçлеме те хăнăхнă, аслисене те хисеплеме вĕреннĕ. Ахальтен, «асатте кил ăшши тытать, асанне - çурт ăшши» каларăш халăх сăмахлăхĕнче çырăнман-тăр. Çак тарăн та пĕлтерĕшлĕ сăмахсене, каларăшсене халĕ ятарлă кĕнекере вуламалли кăна юлать. Пурнăç урапи вара çав тери пысăк хăвăртлăхпа малалла чуптарать. Кăвак лашан урапи малта вирхĕнсе пырать пек туйăнать.
Çĕнĕ инноваципе технологисен ĕмĕрĕнче тĕрлĕ ÿкерчĕк куç умне сиксе тухать. Кĕмĕл çÿçлĕ кукамăшне е асламăшне тин кăна чĕвĕлтетме тытăннă мăнукĕ ним те мар кÿрентерме пултарать. Ÿсекенсем аслă ăрупа епле çыхăнура пулнине курса тăнă май авалхи воспитани тытăмĕ епле витĕмлĕ те пархатарлă пулни пирки шухăшласа илетĕнех. Хальхи вăхăтра çемьери çыхăну çиппи çав тери çÿхе пек туйăнать. Кăшт кăна карăнтарсанах татăлса кайма пултарать. Ун пек ан пултăр тесен çемьери килĕшÿ çине ытларах пăхмалла, усал сывлăш кĕртмелле мар хушша-хуппа.
Паянхи кун воспитани ыйтăвĕ пач ют çынсем çине тиеннĕ тесен те юрать. Тĕпренчĕксене ача садне яратпăр, шкула кайсанах пĕр-пĕр репетитор тытасси пирки пуçа вататпăр. Асанне-кукамай вырăнне воспитательсем йышăнаççĕ. Тепĕр тесен хальхи ватăсем ачасемпе аппаланса та ларасшăнах мар.
Хамăр ачана тĕрĕс çул-йĕр çине тăратма тăрăшатпăр эпир, тивĕçлĕ воспитани илсе çĕршыва юрăхлă та пархатарлă çын пултăр тесе шутлатпăр. Шкулта аван ĕлкĕрсе пыччăр, чуна çывăх професси илччĕр, саманан чĕнтĕрлĕ чаршавне сирсе, ватăсен пиллĕхне çÿле тытса пыччăр тетпĕр. Çапла пулмалла та.
Çак çÿлерех асăннă йĕркесене çутă кăмăлпа уçса пама тăрăшрĕç хунямасем Пинерти культура çурчĕн сцени çинче. Кунта пухăннă халăх кунашкал мероприятисемшĕн тунсăхлани тÿрех паллă пулчĕ. Çамрăксемпе пĕрлех ватăсем те килте ларас темен. Залра вара чылайччен алă çупни илтĕнсе тăчĕ. «Хуняма-шоу» конкурса Пинер тăрăхĕнчи тăватă ялтан килсе тупăшрĕç хунямасем. Акă вĕсем: Луиза Степановапа Надя Семенова - Пинер ялĕнчен, Альбина Егорова - Çĕнĕ Кинчертен, Зоя Ильяткова - Çÿлти Кинчер ялĕ, Тамара Николаева - Вăтакасран. Хунямасем тĕрлĕ конкурс витĕр тухрĕç. Пепкисене тивĕçлĕ воспитани панисĕр пуçне апат-çимĕç янтăлама та правур, ташă-юрăра маттур пулнине те кăтартса пачĕç хунямасем. Программăна вара кунти культура çуртĕнче тăрмашакан Н.Захарова йĕркелесе ертсе пычĕ. Юрă-ташă ытамне Л.Вазанова йыхравларĕ. Вăл вара халтан кайсах баяна туртрĕ, пĕр вĕçĕм пÿрнисене чĕлĕх тăрăх чуптарчĕ.
Конкурса хутшăнакансене хаклакан тÿресем аслă ăру çыннисен пархатарлăхĕпе пултарулăхне çÿлте пулнине палăртрĕç. Тĕрлĕ номинацисенче çĕнтернисене вара дипломсем, хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç.