АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ

24 марта 2012 г.

Мускаври «Çĕршыв ывăлĕсем» организаци членĕсем - Чăваш Енрен тухнă офицерсен 17 çынран тăракан делегацийĕ çак кунсенче Вăрмар районне килсе кайрĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентеш, Тикашра çуралса ÿснĕ Владимир Ильич Александров аслă прапорщик та пулчĕ. Вăл РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Генеральнăй штабĕн почта службин фельдъегерĕ. Унăн ашшĕ - Илья Федорович Александров - Хĕрлĕçырсем, амăшĕ, Анфиса Гурьевна, Тикашсем. Вова Тикашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн ăна Совет Çарне службăна илнĕ. Стратегиллĕ ракета çарĕсенче службăра пулать. Салтак вăхăчĕ сисĕнмесĕрех иртсе каять. Килĕшет ăна салтак пурнăçĕ. Служба срокне татсан, контрактпа юлать. 1995 çултанпа тĕп штабра взвод командирĕ.

Хĕрлĕçыр хĕрĕпе Елена Николаевна Сапаркинапа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Икĕ ывăл ача пăхса çитĕнтереççĕ. Асли, Сергей, Мускаври Петр Великий ячĕллĕ çар академийĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренет. Кĕçĕнни, Илья, пултаруллă спортсмен. Александровсен çемйинчи арçынсем çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме яланах хатĕр пулни çинчен çирĕплетсе параççĕ.

Ашшĕ, Илья Александрович, Германири совет салтакĕсен ушкăнĕнче службăра тăнă. Владимирăн аслă пиччĕшĕ - Юрий - Афганистанра интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Ял-йыш вĕсене хисеплет, сума сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика