АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿ тренертан нумай килет

21 марта 2012 г.

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕренекен хĕр ачасен команди волейболла выляссипе ăсталăха туптасах пырать

Иртнĕ çул вĕсем ЧР Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен XIII Спартакиади шучĕпе хĕр ачасен хушшинче волейболла выляс енĕпе ирттернĕ финалти ăмăртусенче виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

Тинтерех кăна-ха вĕсем пире тепĕр чаплă çĕнтерÿпе савăнтарчĕç. Шупашкарти Чăваш ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен 2011-2012 вĕренÿ çулĕн сезонĕнче хĕр ачасен командисем хушшинче «Чăваш Республикинчи шкулсенчи волейбол» пĕрлешĕвĕсен чемпионачĕ иртнĕ. Финала зонăри ăмăртусенче çĕнтерсе республикăри шкулсенчи чи вăйлă командăсем тухнă. Çивĕч кĕрешÿре пирĕн волейболисткăсем Шупашкарти 40-мĕш номерлĕ вăтам шкулти спортсменкăсене парăнтарнă. Анчах та Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш номерлĕ гимназире вĕренекенсен командине выляса янă. Çапла вара Хисеп пьедесталĕн иккĕмĕш картлашки çине хăпарса тăма пултарнă.

Шкул чысне Алена Александрова, Татьяна Петрова, Юлия Тимофеева, Галия Загриева, Эльвира Клементьева, Яна Иванова, Анастасия Яковлева волейболисткăсем пултаруллăн хÿтĕленĕ.

Командăна Кубокпа, медальсемпе, дипломсемпе, волейбол формисемпе, мечĕксемпе наградăланă. Çак çитĕнÿре ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тÿпи уйрăмах пысăк. Çĕнтерÿ тунă ятпа республикăри чи лайăх тренерсенчен пĕрне - Игорь Владимирович Алешина ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Кислов ăшшăн саламланă, çĕнĕ çитĕнÿсем тума суннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика