АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă артист - республика чемпионĕ

21 марта 2012 г.

Чăваш халăх артистне Е.Н.Никитина хăй вăхăтĕнче республикăра пĕлмен, палламан çын пулман та пулĕ. Хамăр ентеш пулнă май, тăван ялне, Арапуçне килнĕ чух, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине час-часах кĕрсе тухатчĕ, хăйĕн хайлавĕсене сĕнетчĕ.

Туслă калаçура шÿтлĕ сăмахсем яланах тупатчĕ. Çăмăл атлетикăпа республика чемпионĕ пулнине лайăх пĕлетпĕр-ха. Уйрăмах тăршшĕне инçете сикессипе палăрнă. Спортри çитĕнÿсем çинчен каласа пама ыйтсан, хуравне яланах тупатчĕ.

- Тăршшĕне кăна мар, айккинелле те начар мар сикетĕп, - шÿтлетчĕ Ефим Никитич.

Арапуç каччи çамрăклах спортпа туслă пулнă. 1930 çулта Чăваш облаçне туса хунăранпа 10 çул çитнĕ ятпа Шупашкарта ирттернĕ çуллахи Спартакиадăра çăмăл атлетикăпа, шывра ишессипе, волейболла, футболла выляссипе, сĕтел çинчи теннисла, тĕл перессипе ăмăртнă. Çав ăмăртусене Вăрмар районĕн команди пуçласа хутшăннă. Уйрăм спортсменсем лайăх çитĕнÿсем тунă. Ефим Никитинăн пултарулăхне уйрăмах палăртмалла. Çав вăхăтра вăл Шупашкарти музыкăпа театр техникумĕнче вĕреннĕ. Ефим хулари тата республикăри ăмăртусене хутшăнма пуçланă. 1934 çулта пулса иртнĕ Чăваш Ен чемпионатĕнче тăршшĕне сикессипе - пĕрремĕш, 100 тата 200 метрлă дистанцисене чупассипе иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çавăн хыççăн ăна техникум директорĕ кунта вĕреннĕ вăхăтрах физкультура учителĕнче ĕçлеме ыйтнă.

Ăçта пурăнсан та, ăçта ĕçлесен те Е.Никитин спортран уйрăлман. Вăл çăмăл атлетикăпа уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунă. 1937 çулхи республика чемпионатĕнче тин çеç Хĕрлĕ Çартан таврăннă яштака салтак 637 сантиметр тăршшĕне сиксе Чăваш Ен рекордне çĕнетнĕ. Тепĕр çулхине тăршшĕне сикессипе «Восход» физкультурăпа спорт обществин Тĕп канашĕн чемпионĕ ята çĕнсе илет. 1938-1939 çулсенче вăл республика чысне Союзри Спартакиадăра хÿтĕлет, призлă вырăнсем йышăнать.

40-мĕш çулсен вĕçĕнче те Е.Никитин хула тата Чăваш АССР чемпионачĕсенче ăмăртнă, темиçе хутчен те республика рекордне çĕнетнĕ. Районсене гастрольсене кайсан Ефим Никитич пушă вăхăтра ялти стадионсемпе спорт площадкисенче е улăхра тренировкăсем ирттернĕ.

1942 çулта пултаруллă артиста тата спортсмена Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Вăл нимĕç фашисчĕсене хирĕç Хĕвел анăç фронтĕнче çыхăнусен отделенийĕн командирĕ пулса çапăçать. Йывăр аманнă хыççăн Е.Никитин сержант икĕ уйăх ытла çар госпиталĕнче сывалать. Çавăн хыççăн яланлăхах Шупашкара таврăнать, çур ĕмĕр Чăваш академи драма театрĕнче ĕçлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика