АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унпа курнăçнисем манăçмаççĕ

21 марта 2012 г.

Пурăннă пулсан Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ, пирĕн ентеш, Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Ефим Никитин мартăн 22-мĕшĕнче 100 çул тултармаллаччĕ. Унăн ятне асăнсанах куç умне эпир пурте пĕлекен «Кай, кай Ивана» спектакльти Куçак тата Йăкăнат, «Кушарти» - Мăрсай, «Ялта» драмăри Муççа мучи, «Судра» - Ухтеркке, «Икĕ каччăн пĕр шухăш» - Çĕтĕк Ваççа тата нумай-нумай ытти сăнар тухса тăрать. Чăваш радио тусĕсен асĕнче вара Ефим Никитин ытларах Кĕлпук мучи сăнарĕпе сыхланса юлнă. Çамрăксене ун пирки каласа кăтартмалли пайтах. Паллă артиста тухиччен колхозра ĕçлеме те, кĕтÿ кĕтме те, Тăван çĕршыв вăрçине хутшăнма та тивнĕ. Пур çĕрте те хăйĕн пирки ырă ят хăварнă. Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕн кавалерĕ, сцена çинчи ĕçсемшĕн (300 яхăн роль калăпланă) «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ, унăн ятне Чăваш Енĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.

Ефим Никитинпа пуçласа Чăваш патшалăх университечĕн «Е» корпусĕнче вырнаçнă студентсен клубĕнче чăваш театрĕ пирки тĕл пулу йĕркелес ыйтупа çÿренĕ чухне курнăçнăччĕ. Арсений Тарасов журналист чăваш артисчĕсем çинчен телепередача ÿкерме килнĕччĕ. Мана, литературăпа интересленекене, хăйне пулăшма час-час чĕнетчĕ, хальхинче те студентсене пухма, вĕсемпе «организациллĕ» ĕçсем ирттерме ыйтрĕ. Ун чухне хальхи пек кĕсье телефонĕсем пулман, пралуклисем çине ытлах шанма çукчĕ. Кашни артистăнах хваттерĕнче вăл та пулман пулĕ. Çавăнпа йыхрав хучĕсене артистсемпе драматургсем патне килĕсенех çитерме шутларăмăр. Манăн Е.Никитин, е хамăрла каласан, Кĕлпук мучи патне каймалла пулчĕ. Шупашкар хулинче Афанасьев урамĕнче кукăр-макăр тем вăрăмăш çуртра пурăнатчĕ вăл.Улттăмĕш хутра. Паянхи саманари пек тимĕр алăксем лартманччĕ-ха вăл вăхăтра, домофонсем те çукчĕ. Çавăнпа Ефим Никитич хваттерĕ тĕлне йăпăр-япăрах çитсе тăтăм. Вăл мана кĕтнĕнех шăнкăрав çине пуссанах алăкне уçса ячĕ те: «Килех,çамрăк çыравçă», - терĕ. Эпĕ ăна-кăна ăнланманскер аптăраса та илтĕм: « Мана пĕлет-ши вара ку?» Çук иккен, Ефим Никитич хăй патне килекен кашни çамрăках çапла кĕтсе илет, ун патне литературăпа интересленекенсемсĕр пуçне урăх никам та çÿремест-мĕн. Ун чухне паллă артистпа чылайччен калаçса лартăмăр. Эпĕ Тутар Республикинчен пулнине пĕлсен артистсемпе пĕрле унти чăвашсем патĕнче спектакльсем кăтартса çÿренине, вĕсене питĕ ăшшăн кĕтсе илнине каласа пачĕ. Студентсемпе тĕл пулма хавассине пĕлтерчĕ те мана тĕксе илсе: « Писатель пулас тетĕн пулĕ-ха», - терĕ шÿтлесе. Вăл чăн та шÿтлеме ăстаччĕ çав, шÿтĕнче йĕкĕлтени пĕртте сисĕнместчĕ.

Артистăмăр çав тĕл пулура хăй пирвайхи хут кинофильмра ÿкерĕннине каласа пани халĕ те асăмра упранать. «Çеçпĕл» ятлă кинофильмра пĕр эпизодра вылянă вăл, чăн-чăн чăваш хресченĕн сăнарне кăтартнă. Чăнах та, чăн-чăн чăваш сăнĕллĕ çынччĕ Ефим Никитич.

Ĕçе Вăрмар тăрăхне килсен кунтан тухнă ÿнер ăстисем пирки интересленме пуçларăм. Çав тĕллевпе Шупашкарта пурăнакан Вăрмар çыннисемпе тĕл пулма тиветчĕ. Е.Никитинпа Чăваш академи театрĕнче тепре курнăçрăм, анчах унпа калаçиччен маларах Вера Кузьминапа пупленĕччĕ. Вăл Рона Ананьева-Шигина (Кавал) пирки ăшшăн аса илчĕ. Ефим Никитич та Рона Ивановнана лайăх ас тăвать-мĕн, анчах та хăй пирки каласа пама ыйтнине тÿрех хирĕçлерĕ. Вăл тепĕр артистпа шахматла вылятчĕ те аллипе сулса:

- Ман хваттере пĕлетĕн, каçпа пыр, кĕтетĕп, - терĕ çеç. Унпа темĕнчченех калаçса лартăмăр. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне аса илчĕ вăл. Кăштах хурлăхлă пулни сисĕнетчĕ, çемьери хăш-пĕр сăкăлтăксем канăç памаççĕ иккен паллă артистăмăра, çавăнпа Вăрмар тăрăхĕнчен килнĕ ентешĕпе ăшшăн пуплесе чунне лăплантарас тенĕ ĕнтĕ. Акă вăл каласа пани:

«Эпĕ малтанах артист пулма шутламан та. Ача чухнех çут çанталăк енне туртăнаттăм. Ялта çуралса ÿснĕ те-ха. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă. Лара-тăра пĕлместĕм. Çавăнпа шкулта та, килте те час-часах ят тиветчĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан, аттепе анне Вăрмарти пахча çимĕç шкулне ячĕç. Агроном пул, терĕç. Ун чухне пахча çимĕç ăсти пысăк хисепреччĕ. Пĕррехинче юлташăм патне хăнана кайрăм. Кил хуçи хурт-хăмăр, пахча çимĕç ăстиччĕ. Пире, ачасене, тутлă улмасемпе, чейпе сăйларĕ, киле илсе кайма парнелĕх те сĕнчĕ. Манăн кĕсьесем çукчĕ. Мĕн тумалла? Эпĕ улмасене хĕве, çанăсем ăшне тултарма пуçларăм. Мана пăхса тăракансем тытăнчĕç кулма.Вĕсене манăн хусканусем, хăтланкаларăшсем кулăшла туйăннă иккен. Вĕсемпе пĕрле ахăлтатсах кулса ятăм. Кулса тăрансан кил хуçи мана çапла каларĕ: «Ачам,санăн агроном мар, артист пулмалла». Вăт çавăн хыççăн артиста тухас шухăш асăмран каймарĕ».

Ленинградри театр шкулĕнче, унтан Шупашкарта музыкăпа театр техникумĕнче вĕренни, çамрăксен тетарĕнче, кайран ĕмĕр тăршшĕпех Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче выляни,Чăваш радио йĕркелекен передачăсене хутшăнни, тăтăшах гастрольсене тухса çÿрени ... Çапларах пулнă Ефим Никитичăн ăраскалĕ.

Е.Никитин Чăваш театрĕнчи спектакльсенче выляма чарăнсан та пултарулăх ĕçĕнчен сивĕнмен. Шкулсем тăрăх çÿресе ачасене юмах е юптару каласа кăтартнă. Драма кружокĕсен хастарĕсене сцена çинче хăйсене еплерех тытмаллине, чĕрĕ пурнăçа мĕнлерех кăтартмаллине вĕрентнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче вăл Чупайри шкулта пулчĕ (тен, ытти çĕрте те). Ачасемпе пултарулăх сехечĕ ирттерсе питĕ савăнтарса хăварнăччĕ хаклă ентешĕмĕр.

Эпир хамăрăн паллă артист пирки нумаях пĕлетпĕр тесе мухтанаймастпăр-ха. Акă вăл пьесăсем çырнине, режиссер пулса спектакльсем лартнине питех аса илместпĕр. Унăн 1941 çултах «Тăван çĕршывшăн» ятлă пĕр актлă пьеси пичетленсе тухнă. Ентешĕмĕр хăй те Аслă вăрçăра пулнă, паттăрлăхшăн иккĕмĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне тивĕçнĕ. Ăна театр ÿнерне аталантарас ĕçри хастарлăхпа паттăрлăхшăн «Хисеп палли» орденпа наградăланă. Унăн ятне Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика