21 марта 2012 г.
Пурнăç улшăнса пынă май РФ Уголовнăй Кодексне те çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ. Вăя кĕрсе пыракан саккунсене пурне те пĕлсе те пĕтереймĕн. Çавна май районти тĕп библиотекăра «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕнчи центрĕн пункчĕн консультаци ларăвĕ иртнĕ.
Ку хутĕнче «РФ Уголовнăй Кодексне тата РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексне кĕртнĕ улшăнусемпе хушусем çинчен» ыйтăва район прокурорĕн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров ăнлантарса пачĕ. Çĕнĕ йĕрке преступление пĕрремĕш хут тăвакансене - йăнăш утăм тăвакансене айăплас тĕлĕшпе çемçерех пулма ыйтать. Çавăн пекех пысăках мар тата вăтам йывăрăш преступленисемшĕн, хăш-пĕр уйрăмах йывăр преступленисемшĕн (пĕрремĕш хут пулсассăн) айăпланакансене ирĕксĕрлесе ĕçлеттерсе явап тыттарма май пур. Çакă паллах, вăрă-хурахсене пырса тивмест. Кулленхи пурнăçра çемьере, кÿршĕсемпе час-часах вăрçăнакансене пырса тивет. Уголовнăй Кодексран «Элек» («Клевета») тата «Кÿрентерни» («Оскорбление») статйисем тухса ÿкнĕ. Малашне çак статьясем тăрăх административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕ тăрăх кăна айăплаççĕ. Ю.Никифоров кăçалхи икĕ уйăх хушшинче районта преступленисен шучĕ 2011 çулхипе танлаштарсан темиçе хутчен те ÿснине каларĕ, вĕсен цифрисемпе паллаштарчĕ. Юсанса тÿрленмелли учрежденисенче айăпа кĕнĕ çынсем тÿрленес вырăнне пушшех те усалланса тухаççĕ. Çавăнпа та Уголовнăй Кодекса кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем пĕрре асăрханмасăр йăнăшнă çынсене тÿрре кăларма пулăшĕç.
Райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Ю.Ефимов «Хамăра чрезвычайлă лару-тăрура епле хÿтĕлемелле» ыйтупа тухса калаçрĕ.
- 2012 çулта 4 пушарта 4 çын пурнăçĕ татăлнă. Акă нумаях пулмасть Чăрăшçырмари 1937 çулта çуралнă упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ те пушарта вилнĕ. Урасăр пулнă упăшки час-часах вырăн çинчех пирус туртнă. Ку хутĕнче вара юлашки хут пулнă. Кирек епле васкавлă пулăшу чĕнмелле пулсан та «112» номерлĕ телефонпа шăнкăравламалла. Район шайĕнче 2-36-28 телефонпа пĕрлĕхлĕ дежурнăй диспетчер служби ĕçлет. Шыв-шур вăхăтĕнче те асăрхануллă пулмалла, - терĕ Юрий Николаевич.
Еткерлĕх прависене В.Баракзай нотариус çутатса пачĕ. Юлашки çулсенче пурнăç условийĕсем лайăхланса пыраççĕ пулин те, еткерлĕхшĕн çунакан пĕр тăвансем ытларах хирĕçеççĕ. Еткерлĕх вăл пĕр енчен ырлăх та, тепĕр енчен йывăрлăх та. Ăна хăйсем çине куçарма хатĕрленекенсен тăкаксем тÿсме те хатĕр пулмалла.
С.Щербакова библиотекарь «Правовая неотложка» ятпа пысăках мар курав йĕркеленĕ, вăл кунта пуçтарăннисене хаçатра пичетленсе тухнă çĕнĕ информаципе паллаштарчĕ.