21 марта 2012 г.
Район прокуратури патшалăх енчен социаллă пулăшу илме тивĕç граждансене тÿлевлĕ пулăшу илме тивĕç граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли, çăмăллăхсемпе усă куракансене кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă законодательствăна мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесех тăрать.
Çак ĕç мĕнле пулса пынине тĕплĕнрех пĕлес тĕлĕшпе район прокуратуринче «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Саккуна пăснă тĕслĕхсем тĕл пулсассăн эсир ĕç кунĕсенче 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен çак телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр: 2-17-55 (район прокурорĕ), 2-18-56 (район прокурорĕн заместителĕ), 2-12-68 (район прокурорĕн аслă пулăшуçи). Пур информаци тăрăх тĕрĕслев ирттерсе тивĕçлĕ мерăсем йышăнăпăр.