АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правасене пĕлмелле

21 марта 2012 г.

Кулленхи пурнăçра граждансем хăйсен шăплăхĕпе канлĕхне пăсакан пулăмсемпе час-часах тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен, эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çынсем хапхасенчен, хваттер алăкĕсенчен хытă шаккаççĕ, киревсĕр сăмахсемпе çухăрса вăрçаççĕ. Теприсене вара юнашар хваттерсенче пурăнакансем каçхи вăхăтра хытă вăрçăнса шавланипе, электроинструментсемпе ĕçлесе чăрмантараççĕ. Çапла вара тĕрĕс-тĕкел пурăнакан çемье членĕсен канăçлăхĕ пăсăлать, вĕсен шкула, ĕçе канлĕ çывăрса тăранаймасăр кайма тивет. Пур граждансем те çакăн пек чухне йĕрке пăсакансене саккунпа мĕнле айăпламаллине пĕлмеççĕ.

ЧР 2003 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен» 22 номерлĕ саккунăн 9 статйи çакна йăлтах ăнлантарса парать:

- 23 сехетрен пуçласа 7 сехет таранччен граждансен шăплăхĕпе канăçлăхне пăснăшăн, çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан аварипе пулăшу мероприятийĕсем тата ытти тăхтавсăр тумалли ĕçсемсĕр пуçне, граждансене 200 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ, должноçри яваплă çынсене 500 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ, юридици сăпатĕнчи çынсене 20 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таранччен штрафлама пултараççĕ. Административлă право йĕркине пăсса пурнăçланă ĕçсене саккунăн 2 пайĕн 34 статйипе килĕшÿллĕн граждансен тимлĕхĕпе канăçлăхне пăснă ĕçсене административлă комиссисем пăхса тухаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика