АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи шыв-шур чăрмав ан кÿтĕр

21 марта 2012 г.

Шыв-шур пуçланать. Çавăнпа та шыв тăракан вырăна (кÿлĕ, пĕве, юхан шыв) лекрĕр пулсан питĕ тимлĕ пулăр, ачасене хăвăртан ан хăварăр, çÿхе пăр çине кĕрсе ан кайăр. Ачасен çурхи каникулĕ пуçланнă май, аслисен вĕсен патне уйрăмах тимлĕрех пулмалла. Хăрушсăрлăх правилине пăхăнсан эсир хăвăрăн тата çывăх çынсен пурнăçне сыхласа хăварма пултаратăр.

Çак правилăсене асра тытмалла:

- Шыв тăракан вырăна пымалла мар;

- Пăр тапраннă чухне унта кĕрсе кайма юрамасть;

- Ишĕлекен çыран хĕрринче ан тăрăр;

- Пăр татăкĕсем патне ан пырăр;

- Çыран хĕрринчен пăр татăкĕсене ан тĕртĕр;

- Шыв тăракан вырăнта тарăнăшне виçме юрамасть;

- Пăр татăкĕпе ан ярăнăр.

Çурхи ейÿ ачасене уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтать. Вĕсем ишĕлекен çыран хĕрринче те, çÿхе пăр çинче те выляма пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсем ăçта пулнине, вылянине аслисен тĕрĕслесех тăмалла. Аслисен вара çамрăк ăрăва çурхи ейÿ инкек патне илсе çитерме пултарнине ăнлантармалла. Ача-пăча вылянă май çÿхе пăр çине те кĕрсе кайма пултарать, çакăнта путас хăрушлăх пысăк. Шкул ачисен ку вăхăтра уйрăмах тимлĕ пулмалла. Енчен те ку е вăл ача шыва путнине асăрхарăр пулсан, хăранипе киле чупса ан кайăр, пĕтĕм вăйран кăшкăрса çынсене чĕнĕр, карас телефонĕпе 112 номерпе шăнкăравласа пулăшу ыйтăр, сире аслисем илтĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика