АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте-анне телейĕ

21 марта 2012 г.

Анне - тĕнчери чи ăшă, çутă, çывăх çын. Çак сăмаха ниепле те сасса пысăклатса, çилленсе калама çук. Чĕлхе çаврăнмасть. Кирек епле пулсан та çемçен илтĕнет: «Аннеçĕм».

Иртнĕ ĕмĕрте нумай ачаллă çемьесем сахал марччĕ. Сăмахран, Çитмĕш ялĕнче пурăнакан Павловсен çемйинче 6 ача çуралса ÿснĕ. Нумай пулмасть вĕсем аслă ывăлĕн, Гришăн, 50 çулхи юбилейне паллă турĕç. Халĕ акă каллех уяв - амăшĕ, Римма Илларионовна Павлова, мартăн 20-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ.

Римма Илларионовнăпа Иван Павлович пурнăçра йывăрлăхне сахал мар тÿснĕ пулин те вĕсене телейсĕр теме çук. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин тĕревĕ пулса 50 çула яхăн пурăнчĕç...

6 ачи тахçанах ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ вĕсен, пурте ура çинче çирĕп тăраççĕ, куç тулли пăхса савăнма 13 мăнукĕпе 7 кĕçĕн мăнукĕ те пур.

Акă мĕн аса илет хăйĕн çамрăклăхĕ çинчен Римма Илларионовна: «Вăрçă тухсан пĕтĕм халăхран какай, çăм, çăмарта пуçтаратчĕç. 10 çула çитсен тырă вырма пуçларăм. Вырнă хыççăн çĕмел е сурат тăваттăмăр. Ĕçшĕн çур килограмм çăнăх паратчĕç. Анне вара çăмах яшки пĕçерсе çитеретчĕ. Çĕрĕк паранкă, мăян вăррине авăртса çăкăр евĕрлĕ пашалу пĕçерсе çинисем те час-часах пулкалатчĕç. Çапла çамрăклах ĕçе хăнăхса ÿсрĕмĕр...»

Шкултан 8 класс вĕренсе тухсан зоотехник пулас шухăшпа Патăрьелне вĕренме каять Римма. Тăван тăрăхран пĕчченех пулнипе пăрахса килет. Хамăрăн районти «Универсиал» предприятие атă çĕлеме вырнаçать. Çулталăк ĕçлесен те ĕç укçи вырăнне пĕр мăшăр атă парса янине те савăнăçпа аса илет Римма Илларионовна. Çемьере тата 9 ача. Ун хыççăнах Тупахри чукун çул станцине ĕçлеме вырнаçать. Пĕрремĕш ĕç укçипе шăллĕпе йăмăкĕ валли костюмпа кĕпе илсе панине паянхи кун та аса илеççĕ тăванĕсем. Ĕçре тăрăшнине кура 4 çамрăка (вĕсен шутĕнче пирĕн Римма та) Ярославль хулине чукун çул хывма яраççĕ. 3 çул ĕçленĕ хыççăн Римма каялла яла таврăнать. 1957-мĕш çулта хăйсен ялĕнчи каччăпа Иван Павлович Павловпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çемье çавăрнă пулсан - ача çуратмалла, - теççĕ ватăсем. Çапла Риммăпа Ваньăн та кашни икĕ-виçĕ çултанах тенĕ пек пĕчĕк пепкесем çемье йышне ÿстернĕ. Ача çуратнă хыççăн ашшĕпе амăшĕ çĕр çинче хăйсемшĕн мар, хăйсем чун панă çынсемшĕн пурăнма пуçлаççĕ. Вĕсем хăйсен мĕн пур чун ăшшипе юратăвне ачисене парнелеççĕ. Вĕсене телейлĕ тăвассишĕн нимĕн те шеллемеççĕ.

Анчах та Римма Илларионовна килте ача пăхса кăна ларман. Совет çĕршывĕн юхăннă экономикине ура çине тăратма вĕсем те сахал мар пай хывнă. Ял-йышпа пĕрлех хуçалăх ĕçĕнчен пĕр кун та юлман, хăмла ÿстернĕ. Черчен ÿсен-тăрана ÿстересси, кайран хăмлине пуçтарасси ансатах мар. Пулас тухăç шăпишĕн, плана тултарассишĕн 21 çул тăрăшнă Р.Павлова. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн Римма Илларионовнăна ялти столовăйне ĕçлеме чĕнеççĕ. Унта вăл 8 çул ял хуçалăх ĕçченĕсене тутлă апат çитерсе савăнтарнă.

Ĕçпе кăна мар, савăнма та пĕлнĕ вăл. Ватăличченех балалайка каласа, юрласа тĕрлĕ концертсемпе спектакльсенче хутшăнса халăха савăнтарнă. Çулĕсем самаях пулин те халĕ те ун патĕнче яланах хăна. Çынра лайăххине кăна курма тăрăшатчĕç Иван Павловичпа Римма Илларионовна. Мăшăрĕ пурăннă пулсан вăл та кăçал 80 çул тултарнă пулĕччĕ. Иван Павлович лайăх вĕрентекен, шкул директорĕ пулнисĕр пуçне ăста платник, утарçă, пултаруллă тавра пĕлÿçĕ те пулнă. Павловсен çемйи çĕршыври пин-пин çемьерен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть темелле. Атте-анне пилне асра тытса çынран кая мар пурăннă. Ĕçе ÿркенмесĕр,тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, ачи-пăчине тĕрĕс воспитани панă. Çемьери 6 ачине те аслă пĕлÿ илме пулăшнă Павловсем. Паянхи куна кĕçĕн ывăлĕпе Анатолийпе тата унăн çемйипе пурăнать Римма Илларионовна. Мăшăрĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайни те пăшăрхантарать ăна. Мĕн тăвăн, пурнăç йĕрки çапла. Ачисем ватлăхра пăрахманни, ăшă сăмахсем каласа тав туни ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк телей.

Çапла ачисемпе, мăнукĕсемпе, мăнукĕсен ачисемпе савăнса пурăнать Çитмĕшре 80 çул тултарнă Римма Илларионовна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика