21 марта 2012 г.
«Раççей Федерацийĕнче граждансене 2011-2015 çулсенче патриотизмла воспитани парасси» программăна пурнăçласа Мускаври регионсем хушшинчи «Çĕршыв ывăлĕсем» Чăваш Енрен тухнă офицерсен обществăлла организацийĕнче тăракан çар çыннисен пĕр ушкăнĕ Вăрмар районĕнче пулчĕ.
Пирĕн районта пулнă май вĕсем чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулчĕç. Ун хыççăн ентеш офицерсем районти шкулсенче уроксем ирттерчĕç, çĕршыв сыхлавĕпе патриотизм теми унта чи малти вырăнта пулчĕ. Çар вĕренÿ заведенийĕсене мĕнле майпа вĕренмелли çинчен те тĕплĕн ăнлантарчĕç.
Çак пĕлтерĕшлĕ пулăмăн иккĕмĕш пайĕ малалла Вăрмар поселокĕнче иртрĕ. «Çĕршыв ывăлĕсем» общество членĕсем - çар çыннисем - кĕçĕн тата аслă шайри офицерсем-капитансем-полковниксем Культурăпа кану центрĕнче тĕл пулу ирттерчĕç. Ун умĕн вара район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, поселок администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов ертсе пынипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ветеранĕсене, Афган çĕрĕ çинче пуç хунă интернационалист-воинсене асăнса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Чи хумхануллă самант районти Культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ К.Никитин, поселок администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов вĕсен умĕнче çĕршыв хÿтĕлевçин тивĕçĕ пирки ырă сăмахсем каларĕç. Çакна та палăртса хăвармалла - Вăрмар поселок администрацийĕн пуçлăхĕн кĕçĕн ывăлĕ салтакра, асли вара - офицер.
Уяв самаях малалла тăсăлчĕ, кун чухлĕ çар çыннисене Вăрмарсем чылайранпа курман. Вăрмар, Вăрнар, Канаш, Çĕрпÿ, Тăвай, Йĕпреç, Куславкка, Шупашкар районĕсемпе хулисенче çуралнă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче службăра тăракан офицерсем хăйсен «çăлтăрĕсемпе» Вăрмар поселокне «çутатрĕç». Район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина «Хисеплĕ десантник» ят пачĕç.
В.ТОЛМАТОВ.
Вăрмар çĕрĕ çине пĕр кун маларах çитнĕ Э.Васильев («Çĕршыв ывăлĕсем» Чăваш Енрен тухнă офицерсен обществăлла организацийĕн членĕ, «Северсталь» компанин административлă управленийĕн службин руководителĕ, Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ), ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пай пуçлăхĕпе М.Пуклаковпа пĕрле чи малтанах Энтриялĕнчи пуçламăш шкул коллективĕпе, ачасемпе тĕл пулма васкарĕç. Çак шкулти кĕçĕн класс ачисемпе Э.Васильев космос темипе викторина ирттерчĕ, ачасене пылак çимĕçсемпе хăналарĕ. Çавăн пекех вăл кунти вĕрентекене, Надежда Анатольевна Алексеевăна, «Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизм тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн» Хисеп грамотипе наградăларĕ, шкула Андриян Николаев космонавтăн «Притяжение Земли» кĕнекине парнелерĕ.
Э.МИХАЙЛОВА.