21 марта 2012 г.
Республика пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Петрова шкулсенче вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене ĕçе кĕртни çинчен каласа панă. В.Путин премьер хушнипе вĕрентĕве çĕнетме федераци бюджетĕнчен Чăваш Ен валли 801 млн тенкĕ уйăрнă, ку пĕлтĕрхинчен виçĕ хут нумайрах. Çавна май муниципалитетсен юсав ĕçĕсен сметисене хатĕрлеме пуçламалла, йĕркелÿпе çыхăннă ытти ĕçе пурнăçламалла.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене тĕпрен юсама федераци бюджетĕнчен - 200 млн тенкĕ ытла, вырăнти бюджетран 43 млн тенке яхăн уйăраççĕ. Пĕтĕмпе 138 шкула юсама палăртнă. Çапла вара шкулсен 70 проценчĕ çĕнĕ требованисене тивĕçтерĕ. Вĕсене çĕнĕ йышши компьютерсемпе, оборудованипе тивĕçтермешкĕн 240 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Спорт оборудованийĕ туянма - тата 70 млн тенкĕ. Хуласенчи тата ялсенчи пысăк шкулсен столовăйĕсене çĕнетме те çавăн чухлех уйăраççĕ.