17 марта 2012 г.
Пурнăçра пулса иртекен кашни çĕнĕлĕхе эпир хăйне евĕрлĕ курма тăрăшатпăр, тепĕр майлă каласан, кăшт хăраса та. Çавăнпа та ку е вăл çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртнĕ чухне эпир чылай чухне ăна ăнланасшăнах марри те курăнать.
Тĕслĕхрен, телевизорах илер. Хальхи вăхăтра кун пек ырлăхсăр никам та пурăнаймасть те пулĕ. 1907 çулта Борис Розинг профессор ку е вăл ÿкерчĕке аякран кăтартма май пур хатĕр шухăшласа кăларнă пулин те, чылайăшĕ ăна йышăнасшăнах пулман. Влаçсем те кун пек хатĕре кăларма хушман. Профессор ассистенчĕ В.Зорькин та хăйне йĕрлесрен Раççейрен Америка çĕршывне пурăнма куçса каять. Пĕтĕмĕшле илсен Америка çĕршывĕнче пĕрремĕш телевизор майлă приемник кăлараççĕ. Телевизор пирки темĕн те пĕр каланă пулин те (пуç мимине чире ярать, куç курми пулать тата ытти те) вăхăт вара унран хăрамалла маррине, ку чăннипех те ырлăх пулнине кăтартса панă.
Паян калаçу ытларах мобильлĕ çыхăну пирки пырать. Вăл пирĕн пурнăçа хăвăрт кĕрсе пынă май, чылайăшне шиклентерет паллах. Карас çыхăнăвĕпе тивĕçтерекен операторсем сывлăх сыхлавĕн требованийĕсене еплерех тивĕçтерсе пырассипе çыхăннă ыйтусене эпир вĕсенчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
Хăш-пĕр çынсем база станцийĕн антеннисенчен кăларса тăракан çутă вĕсен сывлăхне сиен кÿни çинчен калаççĕ. Уйрăмах юнашар çуртăн тăрринче вырнаçнă база станцийĕн антенни пирки шăв-шав ытларах. Чылай чухне çакăн пек станци вырнаçман вырăнта пурăнакансем те сывлăх енчен хавшаççĕ мар-и;
Фактсем мĕн калаççĕ-ха?
Карас çыхăнăвĕн системин тĕп элеменчĕсем база станцийĕсемпе карас телефонĕсем шутланаççĕ. База станцийĕсем карас телефонĕсемпе радиоçыхăну тытаççĕ, çавна май вĕсем электромагнитлă çутă парассин çăл куçĕ пулса тăраççĕ. Кашни кунах эпир карас телефон пур çынсемпе калаçатпăр, апла пулсан кашнинчех темиçе аппарат тавралăхне кĕрсе ÿкетпĕр, анчах та пирĕнпе нимĕнле улшăну та пулса иртмест.
Мобильлĕ çыхăну сиен кÿменни пирки çакăн пек тĕслĕхсем те çирĕплетсе параççĕ: çĕр ватлă лампочка 5 хут ытларах электромагнитлă çутă парать, телевизор вара - операторăн мобильлĕ станцийĕнчен 30 хут ытларах çутă кăларса тăрать. Хăвăрт ăшăтакан пĕчĕк кăмакасем 800 ватлă хăватпа çутă параççĕ. Вĕсенчен 3-5 проценчĕ тул енне тухать, вăл 30-40 ватпа танлашать. Çав вăхăтрах база станцийĕн антени 20 ватран мала мар.
Вырăнти халăха электромагнит çуттин хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл - санитари нормисемпе правилисене çирĕп пăхăнасси. Радиопа паракан кашни объектăн санитари паспорчĕ пур. Патшалăх санитари надзорĕн органĕсем çакăн пек документсем пур объектсене кăна эксплуатацилеме ирĕк параççĕ.
Карас çыхăнăвĕн база станцийĕн оборудовани валли стандартизаци, метрологипе сертификаци енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн сертификатне илмелле. Ун хыççăн Сывлăх сыхлавĕн министерстви асăннă оборудовани сиен кÿменни çинчен ятарласа сертификат парать. База станцине вырнаçтарассипе малтан патшалăх санитари надзорĕн территори органĕсемпе килĕшÿ тумалла. База станцине техника тĕлĕшĕнчен хакласа çырнă строительство проектне хатĕрлемелле. Ку енĕпе строительство ĕçĕсем вĕçленсе пынă май карас çыхăнăвĕн объекчĕ хăрушлăх кÿменни çинчен калакан санитари паспорчĕ йĕркелемелле.
Вăрмар районĕнче база станцийĕсем вырнаçтарассипе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттернĕ. Ку тĕлĕшпе «Мобильлĕ Теле-Система» акционерсен уçă обществи вырăнти халăх хăрушсăрлăхне шута илсе ятарласа вырăн хатĕрленĕ. Çакна ятарлă комисси пăхса тухнă, база станцийĕсем лартма ирĕк панă. Вăрмар поселокĕнчи тата Кĕтеснерти база станцийĕсем электромагнитлă çутă парасси карас çыхăнăвĕн станцийĕсене кирлĕ санитарипе гигиена нормативĕнчен чылай сахалрах. Çавăнпа база станцисене лартассипе çыхăннă монтаж ĕçĕсене пурнăçлама Раççей çыхăну министерствин патшалăх комитечĕпе тата Вăрмар район администрацийĕпе килĕшÿ тунă.
Çÿлерех асăннă фактсене шута илсе карас çыхăнăвĕн база станцийĕсем вырнаçтарни экологипе гигиена тĕлĕшĕнчен хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ, çавăнпа та вырăнти халăхăн кун пирки пĕрре те пăшăрханмалла мар.