АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Аякри» пуйăссем çине те билетсем сутаççĕ!

14 марта 2012 г.

Пирĕн паянхи пысăк хăвăртлăхпа аталанакан ĕмĕрте çул çÿрессин мобильлĕхĕ тата билет туянассин меллĕхĕ пассажирсемшĕн питĕ актуаллă. Çакна ăнланса шута илсе «Содружество» хула çум компанийĕн руководстви пассажирсене пахалăхлă пулăшу кÿрессипе пур условисем туса парать.

Акă Вăрмарти чукун çул вокзалĕнчи кассăран хула çумĕнчи пуйăссем тата аякри çула çÿрекен пуйăссем çине билетсем сутаççĕ.

Мĕнпе усăллă-ха çакă Вăрмар районĕнче пурăнакансемшĕн?

Пĕрремĕшĕнчен, коммерциллĕ кассăсемпе танлаштарсан Вăрмарти чукун çул вокзалĕнче аякри çулсене çÿрекен пуйăссемпе каймалли билетсен хакĕсене ÿстермесĕр тата комиссисĕр сутаççĕ. Çакă пассажирсене укçи-тенкине перекетлеме май парать.

Иккĕмĕшĕнчен, пассажир кассиртан пур направленисемпе çÿрекен пуйăссем çинчен те тÿлевсĕрех консультаци илме пултарать.

Виççĕмĕшĕнчен, чукун çул кассисене çĕнĕ йышши программăсемпе тивĕçтернĕ, унăн урлă пассажирсем интернет урлă броньăласа хунă билетсене туянма пултараççĕ. Çавăн пекех чукун çул кассисем талăкĕпех ĕçлени те пассажирсемшĕн питĕ меллĕ. Малашне пуйăссемпе каймалли билетсене вĕсем терминал урлă илме пултарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика