АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисене Кремльте чыслаççĕ

14 марта 2012 г.

Тин кăна районти Спорт çуртне 30 çул çитнине уявлама килсе кайнăччĕ Атайкассинче çуралнă Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Чăваш Республикинчи Федераллă пушар службин пĕрремĕш отрячĕн капитанĕ С.Захарова. Февралĕн 28-мĕшĕнче вара вăл кашни çул паракан «Щит тата кĕлчечек» премие тивĕçнĕ.

Чаплă церемони Мускаври «Россия» патшалăх тĕп концерт залĕнче иртнĕ. Ăна право сыхлавĕнче, ятарлă службăсенче ĕçлекенсене хăйсен ĕçне пĕлсе те пахалăхлă пурнăçланăшăн параççĕ. Тăваттăмĕш хут паракан премие йĕркелеме РФ Правительстви, Федераци Пухăвĕн Федераци Совечĕ, Патшалăх Думи, Мускав Правительстви, министерствăсемпе ведомствăсем хутшăннă. Ăна 6 номинаципе параççĕ. Пирĕн ентеш премие «Спортри пысăк çитĕнÿсемшĕн» номинацире тивĕçнĕ. Чаплă наградăна Светланăна. Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕн президенчĕ С.Елисеев панă. Конкурс çĕнтерÿçисене Федераци Совечĕн председателĕ В.Матвиенко, Патшалăх Думин спикерĕ С.Нарышкин чысланă. Уяв концертĕнче çĕнтерÿçĕсене И.Кобзон, Г.Лепс, «Хор Турецкого» тата ытти паллă юрăçсемпе ушкăнсем юррисемпе савăнтарнă. Паллă ентеше Шупашкарта мартăн 1-мĕшĕнче кĕтсе илнĕ, пĕрле ĕçлекенсем, ветерансем, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн представителĕсем, юлташĕсем, журналистсем саламланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика