АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Энĕшпуçĕнчи хĕлле-2012»

14 марта 2012 г.

Иртнĕ канмалли кунсенче ирхине ирех Энĕшпуçне республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенчен автомашинăсемпе тракторсем пуçтарăнма пуçларĕç. Сăлтавĕ вара Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн О.Ивановăн Кубокне çĕнсе илессишĕн «Энĕшпуçĕнчи хĕлле – 2012» ятпа иртекен авторалли спорт мероприятийĕ.

Çулсеренех иртекен ăмăрту тĕлне çанталăкĕ те хĕвеллĕ пулчĕ. 3 километр та 100 метр тăсăлакан трасса çинче водительсем тĕрлĕ кукăрсемпе чăнкă вырăнсене парăнтарса чупрĕç. Чупура 14 автомашинăпа 25 спортсмен ăмăртрĕç. Пурте вĕсем тăватă тĕрлĕ номинацире тавлашрĕç: малти, кайри, тулли приводлă машинăсемпе тата тракторсемпе чупассипе.

Мероприяти хăрушлăхсăр ирттĕр тесе техника тĕлĕшĕнчен юсавсăр автомашинăсемпе тракторсене чупма ирĕк паман. Кунта пуçтарăннă куракансемшĕн кăсăкли нумай пулчĕ: автомашинăсем çул çинчен пăрăнса кайса айккинелле сикеççĕ, кĕртсем çине пырса тăрăнаççĕ. Спорт мероприятийĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Ăмăртăва Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин хутшăнни пысăк сум пачĕ. В.Нягинпа Вăрмарти пушар чаçĕн начальникĕ Н.Константинов çĕнтерÿçĕсене кубоксемпе парнесем парса чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика