14 марта 2012 г.
Юлашки çулсенче уйрăм хуçалăхсене аталанма кредит илсе унпа тухăçлă усă курни пысăк витĕм кÿрет. Çакна ял халăхĕ лайăх ăнланнă ĕнтĕ, çавăнпа та патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансен йышĕ ÿссех пырать. Çулталăкăн малтанхи виçĕ уйăхĕ те иртсе кайман-ха, пирĕн районти 74 çемье вара хăйсен пурнăçне лайăхлатма 16 млн та 430 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ку енĕпе Россельхозбанк анлă ĕçлет - асăннă çемьесенчен 54-шĕ унăн пулăшăвĕпе усă курса 13 млн та 125 пин тенкĕ илнĕ. Перекет банкĕ урлă вара 20 çын 3 млн та 305 пин тенкĕлĕх кредит йĕркеленĕ.
Ял тăрăхĕсене илес пулсассăн кăçал ку енĕпе Чулкас тата Кĕтеснер ял тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах харсăр. Мĕн тума усă кураççĕ-ха çак çăмăллатнă кредитпа; Ытларахăшĕ ял хуçалăх техники туянать, выльăх-чĕрлĕх усрамалли хуралтăсем тăвать, ăратлă выльăх туянать. Эппин, малашлăх пысăк ку ял тăрăхĕсен: пĕлетпĕр-çке - хирте трактор сасси кĕрлесен, картишĕнче выльăх-чĕрлĕх мĕкĕрсен пурнăç нихăçан та пĕтмест - çемьере те йыш хутшăнсах пырать.