14 марта 2012 г.
Чăваш Енри аграрисене çунтармалли-сĕрмелли япаласене 30 процент йÿнетнĕ хакпа тивĕçтерес ыйту татăлнă. Март-июнь уйăхĕсенче «ЛУКОЙЛ» нефть компанийĕ 6,46 пин тонна дизтопливо, «Сургутнефтегаз» АУО 200 тонна бензин параççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен вĕсене Чулхула облаçĕнчи (Сергач, Кстово хулисенчен) «ЛУКОЙЛ-Волганефтепродукт» тулли мар яваплă общество нефть базинчен харпăр хăй транспорчĕпе кÿрсе килмелле. Дизтопливăн кашни литрĕшĕн 17,2 тенкĕ тÿлемелле. Республикăри районсен çунтармалли-сĕрмелли япаласем мĕн чухлĕ туянмаллине ЧР ял хуçалăх министерствин коллегийĕн февралĕн 24-мĕшĕнчи анлă ларăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ.
Çунтармалли-сĕрмелли япаласене илме 489 хуçалăхран 80-шĕ тивĕçлĕ документсем тăратнă. Вĕсене тĕплĕ тĕрĕсленĕ хыççăн тулли мар яваплă общество тÿлев счечĕсем ярса парать. Ăна илнисем çак кунсенчех çунтармалли-сĕрмелли япала кÿрсе килме çула тухаççĕ.
Ку уйăхра Чăваш Ен валли 630 тонна дизтопливо уйăрнă.