АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ шывпа тивĕçтерменшĕн

07 марта 2012 г.

Районти прокуратура «Водоканал» тулли мар яваплă обществăра тĕрĕслев ирттернĕ. Унăн вăхăтĕнче халăха сивĕ шывпа тивĕçтерес енĕпе саккуна пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă.

«Халăхăн санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхĕ» Федераллă саккунăн 19-мĕш статйин 3-мĕш пайне пăсса общество халăха хăш-пĕр чухне шывпа тивĕçтермен.

Тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра Вăрмар поселокĕнчи Заводская урамри 27-мĕш çуртри 20, 13, 6, 10, 9, 11, 15, 17 хваттерсенче февралĕн иккĕмĕшĕнчен пуçласа вун улттăмĕшĕччен шыв пулманнине палăртнă. Район прокурорĕ «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн директорĕ Ю.Иванов пирки административлă йĕркелĕхе пăснăшăн ĕç пуçарасси пирки Постановлени кăларнă. Ю.Иванов ячĕпе саккуна пăснă тĕслĕхшĕн представлени тăратнă.

Халăх ыйтăвĕсене тĕрлĕ службăсем мĕнле пурнăçласа пынине район прокуратури хальччен те, малашне те тĕрĕслесех тăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика