07 марта 2012 г.
Вăрмар,Тăвай, Куславкка районĕсенчи, Тутарстанри Кÿкел ялĕнчи хурт-хăмăр ăстисем ку хутĕнче канашлăва район администрацийĕн ларусен залĕнче йышлăн пухăнчĕç.
Мероприятие йĕркелесе ирттерсе яраканĕ районти хурт-хăмăр ăстисен тĕп зоотехникĕ Р.Эмирханова пулчĕ. Çак паха та сиплĕ продукта туса илес текенсен йышĕ ÿсни курăнать. Канашлăва районти тĕп библиотека ĕçченĕсем «Хурт-хăмăр ăстисене тата хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçе пуçăнакансене пулăшу паракан интернет-сайтсем» ятлă электронлă тата «Пыл хурчĕ» кĕнеке презентацийĕсенчен пуçларĕç. Çавăн пекех С.Щербакова «Ылтăн пыл хурчĕ» кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. Канашлăва райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, «Хурт-хăмăр ĕрчетекенсен агентстви» АУО генеральнăй директорĕ Г.Максимов, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп зоотехникĕ О.Васильев хутшăннă. Чи малтанах Г.Максимов вĕллесемшĕн те, пыл хурчĕсен продукцийĕшĕн те хурт-хăмăр ăстисен налук тÿлемелле маррине каларĕ. Пушă карас (вощина), чечек тусанĕ (пыльца), хурт çăкăрĕ (перга, пчелиный хлеб), кандий йышши продукцисене – пурне те Шупашкар хулинчи Ашмарин урамĕнчи 18 çуртра вырнаçнă «Хурт-хăмăр ĕрчетекенсен агентствинче» туса хатĕрлеççĕ. Пыл хурчĕсен пĕр пакечĕ кăçал 4, 5 пин тенкĕ, пыл хурчĕн пĕр ами – 1000 тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех вăл пирĕн çĕршыва Китайран йÿнĕ хакпа кÿрсе килекен пыл ялти хурт-хăмăр ăстисем туса илекен паха йышши пыл хакне чакарма пултарасси пирки асăрхаттарчĕ. – Китай халăхĕ туса илекен пыла тутипе те ытти кăтартăвĕсемпе те уйăрса илме йывăр. Хурт-хăмăр ĕрчетесси бизнес шайĕнче аталанть пулсассăн пыл пахалăхĕ чакса пыни куçкĕрет. Предпринимательсем тупăш хыççăн хăваласа чылай чухне пыла сахăр песукĕпе хутăштараççĕ. Хурт-хăмăр ăстисем вĕлле хурчĕсене страхласси пирки интересленчĕç. «Пыл хурчĕсен пĕр çемйин пасар хакĕ 5-6 пинпе танлашать. Балансри хакĕ вара – 1,5-2 пин тенкĕ. Страхлакан компанисем пыл хурчĕсем тĕрлĕ чир-чĕртен вилсессĕн страховкăна тÿлемеççĕ. Маларах инфекцилле чирсем паянхи кун пек аталанман пулнă», – терĕ Геннадий Антонович. Пĕтĕмĕшле вăл хурт-хăмăр ĕрчетес ыйтусемпе, укçа-тенкĕпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ. «Хурт-хăмăр ĕрчетекенсен агентствин» генеральнăй директорĕ Генрих Васильева тата Галина Черновăна хăй çырнă «Чăваш Енре хурт-хăмăр ĕрчетесси» кĕнекине парнелерĕ. Г.Васильев вара çак канашлура нумай çĕнĕлĕх пенсие тухсан пыл хурчĕсем ĕрчетесси пирки каларĕ. Мероприятие пĕтĕмлетнĕ май Д.Иванов сăмах илчĕ.
– Районта ытларах пыл хурчĕсем ĕрчетессипе Энĕшпуç, Тикаш, Кавал, Кивĕ Вăрмар, Арапуç, Кĕтеснер ялĕсенче ĕçлеççĕ. Хуçалăхсенче пыл пухма май паракан культурăсем ытларах акса хăварса пыл хурчĕсем ĕрчетессине аталантармалла. Д.Иванов пыл хурчĕсем ĕрчетессипе патшалăх программисене хутшăнма, патшалăх паракан субсидисене илме май пурри пирки асăнчĕ. Кăçалхи пыл спасĕнче Тутар Республикине кĕрекен Кÿкел ялĕнче пуçтарăнасси пирки каларĕ.