07 марта 2012 г.
Çĕр çинче - çĕршер ытла професси. Пурте сумлă та пĕлтерĕшлĕ. Хăшне суйласа илмелле-ши; Шкулта вĕренекен кашни çамрăках шухăшлаттарать çакă. Хĕрлĕçырта çуралса ÿснĕ Надежда Черкасова вара çынсен сывлăхĕшĕн, вĕсене вилĕмрен çăлса хăварассишĕн тăрăшакансене ытларах кăмăлланă. Вĕсен пархатарлă ĕçне курса ăмсаннă. Килĕштернĕ вĕсен профессине. Çапла пулмасăр, вĕсем-çке ял-йыш хисепне тивĕçнĕ.
Тĕслĕх илме аякка каймалла мар. Вĕсем хамăр ялтах. Акă ялти медпункт заведующийĕнче 40 çула яхăн пĕр улшăнмасăр Анастасия Ильинична Голубева ĕçлесе ырă ят хăварчĕ. Ялта пурăннă Ефрем Алексеевич Алексеев та Шăхальпе Хĕрлĕçыр хушшинчи сукмака 50 çула яхăн такăрлатнă. Вăл Шăхальте фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче тăрăшнă. Сывлăха сыхлас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ ăна «Чăваш АССР сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Халĕ ялти фельдшер пунктĕнче 30 çул медицина сестринче тăрăшакан Людмила Петровна Васильева вĕсен ырă ĕçне малалла тăсать.
Тикашри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех Надя вĕсем пек пулма ĕмĕтленнĕ. Хăй çеç те мар, Хĕрлĕçыртан шкула пĕрле çÿрекен тантăшĕсем - Надежда Сорокина, Фаина Сапаркинăпа, Надежда Штокман та пĕр шухăшлах пулнă. Тикаш шкулĕнче 8 класс вĕренсе пĕлÿ илнĕ хыççăн вĕри чĕреллĕ çамрăк хĕр ачасем, хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе, Шупашкарти медицина училищине çул тытаççĕ. Тарăн пĕлÿ илессишĕн çине тăраççĕ мал ĕмĕтлĕ хĕрсем. Училищĕре вĕреннĕ вăхăт пĕр сисĕнмесĕрех иртсе каять. Часах вĕсем алла медицина сестрин дипломне илеççĕ те тĕрлĕ çĕре саланаççĕ. Надя Сорокина, Надя Штокман Шупашкарах юлаççĕ. Надя Черкасовăпа Фаина Сапаркина вара тăван района таврăнаççĕ, район больницинче вăй хума тытăнаççĕ. Пĕри - ача-пăча, тепри - реанимаци уйрăмне вырнаçаççĕ. Ку вăл 1987 çулхи сентябрь уйăхĕнче пулнă. Унтанпа кĕçех 25 çул çитет.
1989 çулта Надя Хĕрлĕçыр каччипе Радик Родионовпа çемье çавăрать. Икĕ хĕр пăхса çитĕнтереççĕ, пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Аслă хĕрĕ - Оля Шупашкарти кооператив институтĕнче пиллĕкмĕш курсра вĕренет. Кĕçĕнни - Элеонора кооператив техникумĕнче ăс пухать.
Надежда Николаевнăпа эпир район больницин ача-пăча уйрăмĕнче тĕл пултăмăр. Чирлесе илсе килнĕ çамрăк ачан сывлăхне тĕрĕслетчĕ вăл. Уйрăмра сывалакансем сахал мар. Кашнинпе тимлĕ пулмалла медицина сестрин. Пĕчĕк ачасем амăшĕсемпе пĕрле выртаççĕ. Шкул ачисем те пур. Хăшĕ-пĕрисем сипленме кăнтăрлахи стационара та килсе çÿреççĕ. Оксана Герасимова акă Çĕнĕ Шулхан ялĕнчен. Тин кăна çут тĕнчене килнĕ пĕр уйăхри пĕчĕк Алешăна илсе килнĕ вăл. Çамрăк пепкен ÿт температури хăпарса кайнă (ÿкерчĕк çинче).
Уйрăмра пиллĕкĕн, килĕштерсе вăй хураççĕ медицина сестрисем: Алевтина Иванова, Марина Михайлова, Роза Иванова, Наталия Тихонова тата Надежда Родионова.
Ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ Н.Иванов врач медицина сестрисен ĕçĕпе кăмăллă.
Н.Родионова медсестра чирлĕ ачасене сыватассишĕн, шанса панă ĕçе тÿрре кăларассишĕн хăйĕн мĕн пур вăй-халне, пĕлĕвне, тăрăшулăхне парать. Ахальтен мар ĕнтĕ район больницин администрацийĕ шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн Н.Родионовăна Хисеп хучĕсем парса чысланă.
- Гиппократ ячĕпе тупа тунине çирĕп пурнăçласа пырасси - медицина ĕçченĕн тивĕçĕ. Хамăр камне тата çийри шурă халата мĕншĕн тăхăннине мантăмăр-тăк, пирĕн кунта хамăр çине Турă пек пăхакан, хамăртан сывлăх кĕтекен чирлĕ çамрăксем хушшинче нимĕн чухлĕ те тытăнса тăмалли çук, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Надежда Николаевна.