АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлă Раççейшĕн сасăларĕç

07 марта 2012 г.

Мартăн 5-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн информаци центрĕнче В.Чуров председатель çĕршыври пичет тата электрон массăллă информаци хатĕрĕсенчи журналистсем валли Раççей Президенчĕн суйлавĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе пресс-конференци ирттернĕ.

Участоксенчи суйлав комиссийĕсен протоколĕсен 99 процентне тишкернĕ хыççăн суйлавçăсен хастарлăхĕ 65,3 процента çитни, РФ Патшалăх Думин депутачĕсен 2011 çулхи декабрьти суйлавĕпе танлаштарсан, 5 процент ÿсни палăрнă. Асăннă кун 10 сехет тĕлне, малтанхи пĕтĕмлетÿпе, В.Путиншăн 45,109 пин ытла (63,75 процент), Г.Зюгановшăн 12,166 пин (17,19 процент), М.Прохоровшăн 5,536 пин (7,82 процент), В.Жириновскийшĕн 4,409 пин (6,23 процент) тата С.Мироновшăн 2,724 пин (3,85 процент) çын сасăлани паллă.

«Эпир паян суйлавçăсен пысăк пайĕн пулăшăвĕпе çĕнтерме пултартăмăр, таса, уçă кĕрешÿре мала тухрăмăр, - тенĕ РФ премьер-министрĕ, Раççей Президенчĕн кандидачĕ В.Путин хăйĕн майлисен Мускавра вырсарни кун ирттернĕ митингĕнче. - Эпĕ пĕррехинче сиртен «Çĕнтеретпĕр-и;» - тесе ыйтрăм, халĕ «Çĕнтертĕмĕр» тесе уççăн калама пултаратпăр...»

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ Раççей Президенчĕн иртнĕ суйлавĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Малтанхи пĕтĕмлетÿ тăрăх - Чăваш Енре пĕрремĕш вырăнта В.Путин (сасăсен 62,32 проценчĕ), Г.Зюганов иккĕмĕш (20,58 процент), В.Жириновский виççĕмĕш (5,65 процент), М.Прохоров тăваттăмĕш (5,52 процент), С.Миронов пиллĕкмĕш (4,44 процент).

Чăваш Енре пурĕ 1176 участок ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен суйлав лăпкă, йĕркеллĕ иртнĕ: çивĕч асăрхаттарусем, çăхавсем пулман.

Республикăри çынсем суйлава хастар хутшăннă. Урăх вырăнта сасăлама ирĕк паракан удостоверенипе 28990 çын усă курнă. Пурĕ 3,5 пин ытла сăнавçă хутшăннă.

А.Цветков палăртнă тăрăх çывăх çулсенче суйлав ирттернĕ чухне электрон техникăпа усă курма пуçлĕç.

Раççей Федерацийĕн Президентне суйланин малтанхи итогĕсене пирĕн районта пĕтĕмлетнĕ. Сасăлав 43 суйлав участокĕнче иртнĕ, пурĕ 15004 суйлавçă хутшăннă. Çакă списока кĕртнĕ суйлавçăсенчен пĕтĕмĕшле шутĕнчен 74,79 процентпа танлашать.

Владимир Путиншăн 10256 суйлавçă (68,36 процент) хăйсен сассисене панă. Геннадий Зюгановшăн - 2959 (19,72 процент), Владимир Жириновскийшăн - 719 (4,79 процент), Михаил Прохоровшăн - 463 (3,09 процент), Сергей Мироновшăн - 417 (2,78 процент).

Сасăлавçăсен йышĕпе Чупай ял тăрăхĕ чи активли пулчĕ. Сасăлама килекенсен йышĕ пурĕ 85,81 процентпа танлашрĕ. Шăхальти ял тăрăхĕнче ку кăтарту - 84,94, Тикашри ял тăрăхĕнче - 84,31, Энĕшпуç ял тăрăхĕнче - 82,11, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче - 81,16, Кĕлкеш ял тăрăхĕнче 80,33 процентпа танлашрĕ. Владимир Путиншăн чи нумай сасă Чупай ял тăрăхĕнче панă (84,76 процент).

Çак кăтартусем хăйсемех Вăрмарсем пархатарлă ĕçпе палăрнă çынна чи мала хунине, хăйсем те ĕçре малта пулнипе палăрса тăнине кăтартса пачĕç. Ĕçлекен çын кăна çĕршыва малалла аталантарма пултарĕ. Çакна Вăрмарсем тĕрĕссипех ăнланаççĕ. Раççей малашлăхĕшĕн тĕрĕс сасă туни вĕсем пурнăçпа пĕр тан пынине çирĕплетсе парать. Çавăн пекех Кĕтеснер ял тăрăхĕнче те ял пуçлăхне суйланă. Виçĕ кандидатран сасăлавçăсем Анатолий Егоров кандидатуришĕн ытларах сасăланă. Вăл ăнăçлă ĕçлессе ял тăрăхĕнче пурăнакансем шанаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика