03 марта 2012 г.
Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе тата М.Демидов интернационалист салтака асăнса Мăнçырмара теннисла, шашкăлла, шахматла выляссипе, Калашников автоматне пуçтарса салатассипе, армрестлинг енĕпе мала тухассипе чемпионат иртрĕ. Спорт вăййсеине йĕркелесе ирттерсе ярассине хăй çине Мăнçырма ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă çынсем тата çак ял тăрăхĕн администрацийĕ илнĕ. Çавăн пекех район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн В.Павловăн кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол енĕпе турнир иртрĕ. Ăмăртусем пуçланиччен спортсменсем тата хăнасем Мăнçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухнă М.Демидов интернационалист салтакăн асăну хăми çине чечексем хучĕç (ÿкерчĕк çинче). Ăмăртăва Вăрмар хула, Мăнçырма, Шăхаль, Арапуç, Пинер ял тăрăхĕсен, Энтри Пасар, Тушкил ялĕсен тата «Вăтам Энĕш» командисем - пурĕ 11 команда - хутшăнчĕç. Вĕсене пурне те район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Павлов, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов тата Афган çĕрĕ çинчи хирĕç-тăрăвăн участникĕсем саламларĕç, ăнăçлă стартсем сунчĕç.
Волейбол турнирĕнче пуринчен те вăйли Тушкилсен команди пулчĕ, иккĕмĕш вырăна Мăнçырмасен, виççĕмĕш вырăна Шăхальсен командисем тивĕçрĕç.
Спорт мероприятийĕсене Мăнçырмасем те, хăнасем те активлă хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене пурне те дипломсемпе, кубоксемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.