АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç

03 марта 2012 г.

Районти Спорт çуртне хута янăранпа 30 çул тата РСФСР тава тивĕçлĕ тренерне, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, СССР спорт мастерне А.Ф.Федоров велосипедиста, (пурăннă пулсан 60 çул тултармаллаччĕ), халалласа ирттернĕ юбилейсем спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕç.

Уявăн спорт программи кире пуканĕ йăтакансенчен пуçланчĕ. Тинтерех кăна-ха Шупашкарта Чăваш патшалăх академийĕн спорт залĕнче кире пуканĕ йăтассипе ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей спорт мастерĕн Ю.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн турнир ирттернĕччĕ. Унта пирĕн районти Е.Тян тата М.Миронов (иккĕшĕ те Энĕшпуçĕнчен) - иккĕмĕш, С.Ивакова (Арапуç) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕччĕ. Паян вара, хамăр патăрта, мĕнле кăтартусемпе савăнтарĕç вĕсем пире; Çакна уява килнĕ кашни спортсмен кĕтрĕ. Сăлтавĕ те пур. Тупăшăва Патăрьел тата Çĕрпÿ районĕсен пăхаттирĕсем те хутшăнаççĕ-çке-ха.

Чи малтанах ăмăрту йĕркипе кире пуканĕн федерацийĕн районти президенчĕ, Раççей спорт мастерĕ А.Агеев паллаштарчĕ. Унтан ăмăртусем пуçланчĕç. Питех те çивĕч иртрĕç вĕсем, кашниех ытларах очко пухма тăрăшрĕ. Çине тăни сая каймарĕ. Вăрмарсем маххă памарĕç. Район чысне пултаруллăн хÿтĕлерĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче Е.Петров, С.Ивакова (Арапуç), М.Миронов, Е.Тян (Энĕшпуç) пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. С.Тимофеев (Арапуç), А.Хованский (Вăрмар поселокĕ), О.Иванов («Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ), Т.Иванова (Вăрмар поселокĕ), В.Павлова (Çĕнĕ Мăнтăр) иккĕмĕш пулчĕç. А.Николаев (Арапуç) виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Ветерансен ушкăнĕнче А.Каланов (Кивĕ Вĕренер) çĕнтерчĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе наградăларĕç, хаклă парнесемпе чысларĕç.

Хула тата ял тăрăхĕсен командисем хушшинче Энĕшпуç тата Арапуç ял тăрăхĕсен командисем, пĕр пек очко пухса, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Вăрмар хула тăрăхĕн команди - иккĕмĕш вырăнта.

Спорт çуртĕнче спортăн 8 енĕпе секцисем ĕçлеççĕ. Уявра велосипедистсем, самбистсем, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, волейболистсем, футболистсем, аэробика секцине çÿрекенсем тата ыттисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Хоккей площадкинче Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн В.Ивановăн призне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнира Шупашкарти «Динамо», «Спартак», Кÿкеçри «Союз», пирĕн районти «Легион» командăсем хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна Шупашкарсем çĕнсе илнĕ. «Легион» команда иккĕмĕш вырăна тухнă.

Спорт çурчĕн залĕнче мини-футбол енĕпе тупăшнă. «Вăрмар» футбол клубĕ çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди иккĕмĕш вырăнта, Кÿкеçсен команди виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика