АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эх Çăварни, Çăварни»

03 марта 2012 г.

Мĕн авалтан чăваш халăхĕ Çăварни ирттернĕ. Çăварни кашни çулах сурхури иртсен, ултă е тăхăр эрне иртсен пулать. Пĕр çулĕнче февраль вĕçĕнче, тепĕр çул март пуçламăшĕнче иртет.

ЧУЛКАС. Çăварни эрнинче ял-йышра хăшĕ-пĕрисем тăван хурăнташĕсемпе, тăванĕсемпе ĕçсе çиме тытăнаççĕ. Пĕр-пĕрин патне катаччи чупма, хăнана кайса çÿреççĕ. Ял хĕрĕсем, ача-пăчасем çуна çине ларса урам тăрăх юрă юрласа катаччи чупаççĕ. Катаччи чупман лаша çурхи ака-сухара ывăнать. Çур акинчен лаша ан ывăнтăр тесе ун вăйне катаччи чупса тĕрĕслеççĕ.

Çăварни эрнинче пур ватти-вĕтти те çÿллĕ сăрт çине кайса ăмăртмалла çунапа ярăнать. Катаччи чупма тухиччен кашни килтех икерчĕ пĕçерсе çинĕ.

Кашни çулах йăлана кĕнĕ йĕркепе Чулкас ял тăрăхĕнче çăварни ирттереççĕ. Акă февралĕн 24-мĕшĕнче çăварни ăсатма Чулкасри культура çурчĕ умне 12 сехет валли ял-йыш пуçтарăнчĕ. Илемлетнĕ лашасен çунисем çинче ача-пăча, хĕр упраç катаччи чупса савăнчĕç. Чи малтанах ял халăхне уяв ячĕпе Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Л.Павлов саламларĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ хăйсен ташши-юррисемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех программăра мечĕкпе тĕл пересси, михĕсемпе чупасси, çăмарта йăтса чупасси, шар хăпартасси, канат туртасси тата ытти вăйăсем пулчĕç. Канат туртассипе хĕрарăмсен ушкăнĕ вăйлă пулчĕ. Тĕрлĕрен вăйăсенче С.Родионов, В.Николаев, П.Дорофеев хастар хутшăнчĕç. Шкул ачисем те мечĕкпе тĕл перессипе, шар хăпартассипе, михĕсемпе чупассипе активлă пулчĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене вара парнесем парса хавхалантарчĕç. Çак çăварние савăнăçлă та хаваслă ирттерме пире район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Л.Павлов, Г.Ямуков пулăшрĕç. Эпĕ вĕсене хамăн ятпа пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп, сирĕн çынсенчен яланах тав сăмахĕ илтмелле пултăр. Ырлăх-сывлăх сире, çемьере тулли телей пултăр.

КАВАЛ. Çавăн пекех çак уява районти нумай ял тăрăхĕсенче уявланă. Кавалта пулса курнисем вăл мĕнле иртнипе савăнса мăнаçланма та пултарĕччĕç. Мĕншĕн тесен вăл кăнтăрларан пуçласа каçченех тăсăлнă. Ялти лавкка умĕнче пуçланнăскер каç енне Çĕнĕ çул уявне уявлама лартнă чăрăш патне куçнă. Ялти ăстасем юртан тунă Хĕл Мучипе Юр пикен кĕлеткисем те сыхланса юлнă-ха кунта. Çав вăхăтрах вĕсемпе юнашар катемпи те вырнаçтарнă. Ăна çунтарса ямасан мĕнле-ха хĕле ăсатнине туйăн; Ку хутĕнче те çаплах пулнă. Ял халăхĕ уявра питĕ активлă пулнă.

КИВĔ Вăрмар. Кивĕ Вăрмарсем те уявра савăнма пĕлеççĕ. Çавăнпа та çăварние ăсатма нумай çын хутшăннă. Уяв юрă-ташăсăр, тĕрлĕ конкурссемсĕр иртмест, унăн тĕсне кĕртекеннисем те çавсем пулса тăраççĕ. Чылайччен савăннă вара ял халăхĕ.

Çăварнин тĕп палли вăл - çуллă икерчĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ районти тĕп библиотекăра чи тутлă икерчĕ пĕçерессипе «Лакомка» конкурс иртнĕ. Вулакансем хушшинче Т.Малышева çĕнтерÿçĕ пулнă. Вăл икерче сырпа тата хĕрлĕ вăлчапа хатĕрленĕ. Çапла çав - икерчĕ пĕçерме те пĕлмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика