АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район уявсемпе пуян пулчĕ

03 марта 2012 г.

Иртнĕ кунсенче Вăрмар поселокĕнче район шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ, асра юлмалли пулăмсем сахал мар пулчĕç. Вĕсенчен пĕрне - Вăрмар Спорт çуртне 30 çул тултарнине - анлăн паллă турĕç.

Ăна 1982 çулта уçнă. Физкультурăпа спорта кăмăллакансемшĕн, районта пурăнакансемшĕн те çакă чăн-чăн парне пулнă темелле. 30 çул хушшинче пирĕн района республика, Раççей шайĕнче спорт ÿсĕмĕсемпе чылай спортсмен çĕклерĕ. Хальхи вăхăтра кунта спортăн 8 тĕсĕпе секцисем йĕркеленĕ, занятисем иртеççĕ. Вĕсене Спорт çурчĕн тренер-преподавателĕсем çÿллĕ шайра ирттереççĕ.

Чаплă уява Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин уçрĕ. Вăл район аталанăвĕнче спорт пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, пирĕн тăрăхран тухнă паллă спортсменсем республика, Раççей тата чикĕ леш енче те пысăк ÿсĕмсемпе палăрнине каларĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе иртнĕ Спартакиадăна пĕтĕмлетнĕ май унăн çĕнтерÿçисене чысларĕ.

Спорт çурчĕ умĕнче СССР спорт мастерне, Чăваш АССРĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, РСФСРăн тава тивĕçлĕ тренерне А.Ф.Федорова халалласа митинг иртрĕ. Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Алексей Федорович Федоровăн мăшăрĕ Галина Ивановна Федорова, ывăлĕ Андрей, хĕрĕ Татьяна, ЧР Суд департаменчĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Петров, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, республикăри ĕç сыхлавĕн центрĕн директорĕ В.Нягин, çăмăл атлетика енĕпе Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ С.Захарова, велосипед спорчĕн тĕнче класлă спорт мастерĕ И.Иванов, парашют спорчĕ енĕпе СССРăн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ М.Костина, ачасемпе çамрăксен республикăри Олимп резервĕсен 7 номерлĕ спорт шкулĕн директорĕ В.Мулендеев, Алексей Федоров воспитанникĕ, велоспорт енĕпе спорт мастерĕ С.Иванов, Спорт çурчĕн пĕрремĕш директорĕ Ю.Григорьев, спорт ветеранĕсем: М.Семенов, П.Сидоров тата ытти чылай паллă çынсем хутшăнчĕç, А.Федорова чысласа Асăну хăми уçрĕç. Уяв программи малалла Спорт çурчĕн залĕнче тăсăлчĕ. Кунта ача садĕнчен пуçласа çитĕннисем таранах хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Вăрмар районĕнче физкультурăпа спорта аталантарма пулăшнă тата Спорт çурчĕ 30 çул тултарнă ятпа П.Сидорова, В.Петрова, М.Семенова, А.Ефремова, Н.Васильева Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

Уяв мероприятине çавăн пекех Раççей паттăрĕ, генерал-лейтенант Н.Гаврилов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Разумов, федерацин ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Чăваш Республикин вице-президенчĕ В.Семенов, вăрçă инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш Республикинчи председателĕ Г.Матвеев, «Слава картофелю» компанин директорĕсен канашĕн председателĕ А.Капитонов тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç. Килнĕ хăнасем пăр катокне, «Илем» физкультурăпа спорт комплексне çитсе курчĕç, Çăварни уявĕнче пулчĕç, воин-интернационалистсен тата Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Поселокри тĕп лапамра «Эх, Çăварни!» ятпа уяв савăнăçлă иртрĕ. Техĕмлĕ шашлăкĕ, юрри-ташши, «Çăлкуç» халăх ансамблĕн чуна тыткăнлакан юррисем, ташшисем, тĕрлĕ конкурсĕсем пурне те хăйсем патне илĕртрĕç. Çак кун Хĕл те Çуркуннепе вăй виçрĕ тейĕн, анчах та килнĕ хăнасене, район çыннисене вăл пĕрре те хăратмарĕ, вĕсем пурте пур кăмăлтан савăнчĕç уявра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика