АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр кунпа пурăнмастпăр

03 марта 2012 г.

Февралĕн 28-мĕшĕнче Ĕпхÿре Пĕтĕм Раççейри аграри форумĕ иртнĕ. Унăн ĕçне ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ертсе пынă Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă.

Иртнĕ кунсенче ЧР ял хуçалăх министерствинче С.Павлов журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ.

- Çĕршыври çĕр ĕçченĕсен форумĕнчен хавхаланса таврăнтăмăр. Владимир Владимирович каланисем пире çунатлантарчĕç, патшалăх ял çыннисене малашне те пулăшасса шантарчĕ, - тенĕ Сергей Владимирович. Унтан В.Путинăн шухăшĕсене сÿтсе явнă, çĕршыври çĕр ĕçченĕсене патшалăх витĕмлĕ пулăшнăран 2009, 2010 çулсенчи йывăрлăхсене парăнмасăр тÿсĕмлĕн чăтса ирттернĕшĕн тав тунине палăртнă. 2011 çулта Раççейре ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси - 22 процент, сысна тата кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илесси 10 тата 12 процент ÿснĕ.

2011 çулта Раççейре 94 млн тоннăна яхăн тĕш тырă пухса илнĕ, çакă хамăра тивĕçтерме тата саппаслăх хатĕрлеме çеç мар, чикĕ леш енне 27-28 млн тонна сутма та май панă. Раççей тĕнче рынокĕнче ку енĕпе виççĕмĕш вырăна тухнă.

Кăçал федераци бюджечĕ агропромышленноç комплексне аталантарма 170 млрд тенкĕ уйăрма палăртать. Раççей Перекет тата Ял хуçалăх банкĕсенчен ял хуçалăх организацийĕсем, вăтам тата пĕчĕк предприятисем 150 млрд тенкĕрен кая мар кредит илес шанăç пур. Инвестици калăпăшĕ те ÿсет. 2006 çултанпа аграрисене инвестици 1,5 трлн тенкĕ хывнă. Çакă пин-пин ял çыннин пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшнă.

Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене кăçал та çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакне 30 процент йÿнетсе сутĕç.

- Тĕл пулура хăйĕн шухăшне пĕлтерме кăмăл пур кашни фермерах сăмах калама ирĕк панă, - тенĕ ял хуçалăх министрĕ. - Программăсене епле пурнăçласси нумайăшне кăсăклантарать.

Ял çыннин те улшăнмалла. Паянхи кун пирки çеç мар, ыранхи çинчен те шухăшламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика