АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алкоголь - пурнăç тăшманĕ

29 февраля 2012 г.

Алкоголизм - чир. Унпа чирлĕ çыннăн шухăшĕнче те эрех тупса ĕçесчĕ тени малта тăрать. Çавăнпа та алкоголизмпа чирлекен яланах эрех ĕçме сăлтавсем тупать: ача çуралнă-и, хăна килнĕ-и е тата ытти. Юрать-ха арçынсем кăна ĕçсен. Анчах та паян хĕрарăмсем, çамрăк хĕрсем арçынсенчен ирттерме пуçларĕç. Уйрăмах ялсенче пурăнакан хĕрарăмсем ĕçкĕ ярăнни куçкĕрет. Упăшкисем Мускава, Хусана е тата ытти хуласене ĕçлеме тухса каяççĕ. Ара, укçа-тенкĕсĕр мĕнле пурăнăн-ха паянхи саманара; Ирĕксĕрех вара çемьерен уйрăлса аякри хуласене тухса кайма тивет. Арăмĕсем вара ирĕке тăрса юлаççĕ. Эрех ăшне путнăскерсем ачи-пăчи, выльăх-чĕрлĕх çинчен те манса каяççĕ. Хăйсем те сисмеççĕ тĕпсĕр çырмана чăмнине.

Тухтăрсем палăртнă тăрăх ĕçке ернĕ хĕрарăма эрех серепинчен хăтарма çăмăл мар. Мĕншĕн тесен хĕрарăм организмĕ йăвашрах, çавăнпа чирпе кĕрешме вĕсене йывăртарах.

Çак шĕвеке пула мĕн чухлĕ инкек сиксе тухмасть пулĕ! Нумайăшĕ çак тĕпсĕр çырмаран тухаймаççĕ те. Пĕрмаях ĕçнине пула чире кайса вилеççĕ, хăшĕсем тата урамра выртса шăнса вилеççĕ е пушарта çунса каяççĕ. Миçе пин çын пурнăçĕ арканать, татăлать çак наркăмăша пула! Уйрăмах никам умĕнче айăпа кĕмен пĕчĕк пепкесене шеллес килет. Ĕçкĕне ярăннă амăшĕсем ачисене пăхмаççĕ те. Юрату, телей, савăнăç парнелес вырăнне «патак çитереççĕ», выçăпа выçăхтараççĕ, урама кăларса яраççĕ, хăйсен ачисен умĕнчи тивĕçĕ пирки манса каяççĕ.

Ÿссе пыракан ăрăвăн çак лачакана путас хăрушлăхран сыхланмалла, çирĕп пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика