29 февраля 2012 г.
Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев ĕнер Шупашкара килни кунта РФ Патшалăх Канашĕн президиумĕн çĕршывра талантлă ачасемпе çамрăксене патшалăх енчен пулăшмалли мерăсене сÿтсе явассине халалланă ларăвĕ иртнипе сăлтавланнине кура визит программинчи тĕл пулусем те çак темăпах çыхăнчĕç. Дмитрий Анатольевич «ЭКРА» НПП» ОООра, тĕп хулари 5-мĕш гимназире пулчĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçрĕ.
«ЭКРА» предприятире кăтартмалли-мăнаçланмалли пур. Реле хÿтлĕхĕн микропроцессорĕсене хатĕрлекен предприяти продукцийĕ хамăр çĕршывра та, чикĕ леш енче те питĕ кирлĕ. Нумаях пулмасть çуралнăскер темиçе çул хушшинчех коллектив йышне пин çын урлă каçарма пултарнă. Вăтам ĕç укçи - 40 пин тенкĕ ытла. Предприятире вĕренÿ центрĕ йĕркеленĕ. Кунта туса кăларакан продукцие туянакансен специалисчĕсене çав оборудование ĕçлеттерме вĕрентеççĕ. Çийĕнчен хамăрăн университет студенчĕсем вĕреннĕ вăхăтрах çакăнта пайăр ĕçсене хăнăхаççĕ те - диплом илсен ĕçлеме килеççĕ.
Дмитрий Медведев шăпах çак центр ĕçĕпе кăсăкланчĕ. Çамрăксем вăй хуракан тĕпчев лабораторийĕнче пулчĕ. Ун хыççăн 2007 çулта уçăлнă, паян 700 ытла ачана пĕлÿ паракан 5-мĕш гимназире те Дмитрий Анатольевич кăмăллă пулчĕ. Ачасем вĕренÿ вăхăчĕн пысăк пайне ăс-хакăлпа пултарулăх лабораторийĕсенче ирттереççĕ, предприятисенче стажировкăра пулаççĕ. Кунта тĕрлĕ кружок ăнăçлă ĕçлет, волонтерсен юхăмĕ пур. Пĕр сăмахпа, талантсене пулăшма кирлĕ условисем йĕркеленĕ.
Пултаруллă ачасемпе çамрăксене тĕрев парасси Дмитрий Медведевпа Михаил Игнатьев тĕл пулăвĕнче те тĕп тема пулчĕ. Михаил Васильевич пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енри 503 шкулта паян 128 пин ача пĕтĕмĕшле пĕлÿ илет. Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсама кăçал иртнĕ çулхинчен виçĕ хут нумайрах укçа уйăрма палăртнă. Ялăн социаллă аталанăвне пулăшмалли программăпа килĕшÿллĕн вĕрентекенсене бюджет субсидийĕсемпе пулăшаççĕ. Çавна май ялсенчи шкулсенче кадрсен дефицичĕ пур пулин те ку ыйту ытти регионти пек çивĕч мар.
Михаил Васильевич республикăри темиçе муниципалитетра садике çÿремен ашшĕ-амăшне уйăхсерен 4330 тенкĕ пособи тÿлени çинчен пĕлтерчĕ. Кăмăллă хыпар - пĕлтĕр республикăра 8 ача сачĕ тума пуçлани. Çитес виçĕ çулта 25 ача сачĕ хута ярса садиксенче вырăн çитменнипе çыхăннă ыйтăва татса парасшăн.
Дмитрий Медведев республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнеса мĕнлерех пулăшнипе те кăсăкланчĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - 2008 çулхипе танлаштарсан тĕрлĕ бюджетран çак сфера валли уйăракан патшалăх пулăшăвĕн виçи 8,5 хут пысăкланнă, çак пулăшупа усă куракансен шучĕ те нумай ÿснĕ. Çакăн усси куç кĕрет: республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,5 хут пĕчĕкленнĕ - 1,2 процент шайне аннă. ЧР Пуçлăхĕ çак туртăма упраса хăварма шантарнă май Раççей Президенчĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарни, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени çитес çулсенчи экономикăн тĕп тĕллевĕ пулнине палăртрĕ: «Çак ĕç валли, укçа хĕрхенмелле мар, мĕншĕн тесен унăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк». - Тема çĕнĕ мар, - терĕ ПК президиумĕн ларăвне уçнă май Дмитрий Медведев, - эпир ăна Патшалăх Канашĕнче сÿтсе явнăччĕ. Халĕ ĕç ушкăнĕ çамрăк талантсене тупса палăртмалли концепци хатĕрленĕ, ăна пĕрле сÿтсе явмалла, халăх тишкермелле. Чи кирли - мĕн пур ачана хăйсен пултарулăхне аталантармалли майсем туса парасси. Патшалăхăн çакăн валли условисем йĕркелемелле. Çакă талантсене çĕкленме пулăшĕ, вĕсем вара çĕршыва лидер пулма май парĕç.
Çук, темле уйрăм, хупă элита ушкăнсем йĕркелесси пирки сăмах пымасть, çапах пултаруллă ачасемпе çамрăксене пулăшса пыни кирлех. Дмитрий Анатольевич шухăшĕпе - шкул ачисем тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăм тĕллев - талантсемпе ĕçлекен педагогсене хатĕрлесси. Ку енĕпе вăл Шупашкарти 5-мĕш гимнази опытне ырласа палăртрĕ: «Ачасемпе калаçрăм - нумайăшĕ олимпиадăсене хутшăнать». Талантсене предпринимательсем тĕрев парассине хавхалантарамалла. Çак шухăша çирĕплетме Президент «ЭКРА» тĕслĕхне илсе кăтартрĕ: унта бакалавриат, магистратура, аспирантура тапхăрĕнчи çамрăксем те ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Ыйтăва сÿтсе явма пуçланă май Дмитрий Медведев чи малтанах Чăваш Ен Пуçлăхне сăмах пачĕ.
- Талантлă çамрăксемпе ĕçлессипе çыхăннă тимлĕх ÿссе пыни курăнать, - терĕ Михаил Игнатьев, - эпир çакна туятпăр. Раççей Президенчĕ пултаруллă çамрăксене регионсен, пĕтĕм çĕршыв аталанăвĕн тĕп стратеги ресурсĕ вырăнне хурать.
Михаил Васильевич ачасен аталанăвĕнче хушма вĕрентÿ тытăмĕн пĕлтерĕшĕ пысăкки çинче чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра Раççейри 11 млн яхăн ача (5-18 çулсенчи ачасен 49 проценчĕ) ÿнер, наукăпа техника, туризм, экологи, тавра пĕлÿ, ытти енĕпе пултарулăхне аталантарать - занятисене çÿрет. Нумай регионта çамрăк спортсменсемпе тренерсене хавхалантараççĕ. Ку енĕпе РФ Президенчĕн стипендийĕсен пулăшăвĕ курăмлă. «Талантсене ятарласа тума çук, анчах вĕсем валли аталанмалли хăтлă условисем йĕркелеме пулать. Ку енĕпе мĕн чухлĕ ытларах ĕçлетпĕр - талантсемпе генисем çавăн чухлĕ ытларах пулĕç», - терĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Ен опычĕ аван. 2002 çултанпа пултарулăхри ăнтăлушăн çамрăксене ятарлă стипендисемпе хавхалантараççĕ. 9 çулта 9 пин яшпа хĕре стипенди панă. Интереслĕ тĕслĕх: И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн электротехника факультетĕнче вĕреннĕ стипендиатсем диплом илсен 100 проценчĕпех республикăри микропроцессорсем хатĕрлекен предприятисене ĕçе вырнаçнă.
Асăннă енĕпе пысăк ĕç тунине палăртнипе пĕрлех Михаил Васильевич çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ: ачасене пĕчĕклех пулăшса пымалли тытăм йĕркеленмен, вырăнсенчи бюджетсен майĕсем тĕрлĕрен пулнине кура регионсенче ачасемпе çамрăксене пулăшмалли майсем те тĕрлĕ, талантсене пулăшма укçа уйăрмалли пĕрешкел принципсем çирĕпленмен тата ытти те. Сĕнÿсенчен пĕри - Федерацин талантсене шырамалли тата пулăшмалли ятарлă фондне йĕркелесси. Çавăн пекех хушма вĕрентĕве РФ субьекчĕсен полномочийĕсен шутне кĕртни те вырăнлă пулмалла.
Калаçăва РФ вĕрентÿ министрĕ А.Фурсенко, Курган, Новосибирск, Калининград, Орел облаçĕсен губернаторĕсем О.Богомолов, В.Юрченко, Н.Цуканов, А.Козлов, Кабарда-Балкари пуçлăхĕ А.Каноков, Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ В.Садовничий çак шухăшсене сÿтсе явнă çĕре хутшăнчĕç.
Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Дмитрий Медведев талантсене пулăшасси пĕлтерĕшĕ пысăкки çинче тепĕр хут чарăнса тăчĕ. Тивĕçлĕ концепцие тишкермешкĕн вăхăт пачĕ, анчах вăл малашнехи ĕç никĕсĕ пулса тăрасси инçе мар ĕнтĕ - çывăх вăхăтрах йышăнĕç, пурнăçлама тытăнĕç.