АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ивановсене асăнса - черетлĕ йĕлтĕр ăмăртăвĕ

25 февраля 2012 г.

Кăçалхи йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ те спортăн çак тĕсне кăмăллакан Шупашкар, Вăрмар, Канаш, Çĕрпÿ, Куславкка, Тĕрлемес, Çĕнçырма, Энĕшпуç, Пинер, Кавал, Тăвай тата ытти хуласемпе поселок, ял тăрăхĕсенчен килнĕ çĕр-çĕр çынна пĕр çĕре йыхравларĕ. Ахаль йĕлтĕрçĕсемпе профессионал-спортсменсем, пушар хуралĕн офицерĕсем, вăрçă ветеранĕсем, шкул ачисем Энĕшпуçĕнчи вăтам шкула пуçтарăнчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх спорт уявĕ митингпа уçăлчĕ. Ăна шкулти Çар Мухтавĕн музейĕн руководителĕ, паллă тавра пĕлÿçĕ И.Криков уçрĕ.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Республикăри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Петров, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин, ĕçпе вăрçă ветеранĕ Д.Егоров, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов уяв ячĕпе саламларĕç. Ăмăртăвăн аслă судйи Н.Изосимов спортсменсене ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ.

Митинга хутшăннă вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем «1418 çĕнтерÿ утăмĕсем» ятпа старта тухрĕç. Ун хыççăн ветерансен ушкăнĕ ял варринче вырнаçнă палăк умне кĕл чечексем хучĕ, вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса салют пачĕç. Ветерансем ял тăрăхĕнчи пушар хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, ялти тĕслĕх библиотекăра пуçламăш классенче вĕренекен ачасемпе уçă урок ирттерчĕç. Ун хыççăн йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăнакансем 17 ушкăна пайланса ял хĕрринчи вăтам шкулăн стадионне пуçтарăнчĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине чи малтан тĕрлĕ çулсенчи шкул ачисем тăчĕç. Унта çĕнтерÿçĕсем те палăрчĕç. Акă вĕсем: Н.Гаврилова, А.Никифорова, И.Петрова, Е.Максимов (Элпуç, Тăвай районĕ), А.Герлов, В.Иванов, Н.Васильев, А.Сергеев, С.Иванов, А.Иванова, М.Петрова (Энĕшпуç), С.Данилова, С.Матвеева, Т.Кузьмина (Кĕлкеш), М.Алексеев, Д.Данилов, В.Николаев (Тăрмăш, Тăвай районĕ), С.Сорокин (Çĕнçырма, Тăвай районĕ), Н.Ленский (Тикаш), Т.Пугачева (Чупай), Д.Петров (Çĕрпÿ).

30-59 çулхи ушкăнсене кĕрекен спортсменсем тĕрлĕ километрлă дистанцисенче хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Арçынсенчен Д.Кузьмин (Канаш), Н.Павлов (Вăрмар), Г.Боредский (Пинер), А.Андреев (Хĕрлĕçыр), Э.Мясников (Кивĕ Вăрмар), В.Григорьев (Шăплат), С.Максимов (Çĕнçырма), В.Александров (Шупашкар), Н.Андреев (Вăрмар), О.Мефодьев (Мăнçырма), Н.Георгиев (Тăрмăш), А.Николаев (Тăвай), Д.Иварбеев (Элпуç), С.Николаев (Çĕнçырма), С.Елаков (Чупай), хĕрарăмсенчен Р.Мисбахова (Тĕрлемес), Т.Соловьева (Куславкка), Н.Михайлова (Çĕнçырма), Т.Кузьмина (Шăплат), Н.Максимова, А.Никифорова (Çĕнçырма), Т.Сорокина, С.Иванова (Энĕшпуç) малти вырăнсене тухрĕç.

60-70 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем ушкăнĕсенче Н.Михайлов (Вăрмар), В.Лирзай (Кавал), Ф.Трофимов (Çĕрпÿ), А.Богданов (Куславкка), В.Васильев (Çĕнĕ Вĕренер), Т.Ашмарина (Кавал) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Мала тухнă пур призерсене те хаклă парнесем пачĕç, грамотăсемпе наградăларĕç, медальсем парса чыс турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика