25 февраля 2012 г.
«Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан часовня тăвăпăрах», - тесе пĕтĕмлетсе каларĕç Кавал тăрăхĕнче пурăнакансем. Февраль уйăхĕн шартлама сиввисене пăхмасăрах кăнтăрла тĕлне ялти культура çуртне халăх йышлăн пухăнчĕ.
Кавал ялне хăнана - ĕçлĕ çул-çÿревпе Шупашкартан благочиннăй Гурий, Владимир атте, Леонид атте тата матушка Наталия килни ял халăхĕшĕн савăнăç саманчĕ пулчĕ.
Халăх хăй пуçарăвĕпе ялта часовня тăвас тесе шутланине хаклă хăнасем ырларĕç, ăслă канашсемпе пуçăнакан ĕçре пулăшса пыма шантарчĕç.
Ĕлĕкхи вăхăтра районĕпе илес пулсан Кавал ялĕнчи чиркÿ чи ватă чиркÿсенчен пĕри пулнине аслă ăрури çынсем, архив докуменчĕсем çирĕплетсе параççĕ. Çавна шута илсе халичченхи чиркÿ вырăннех, çветтуй Михаил Архангельский ячĕпех, Кавалсем престол уявне паянхи кунччен те ноябрĕн 21-мĕшĕнче уявласа савăнса пурăннине кура малалла та çак кунах уяв тăвас тесе йышăнчĕç.
Пухура халăх ĕçне йĕркелесе пыма район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне А.Веселовские, ял тăрăхĕн пуçлăхне Н.Алексеевăна, ялти предпринимателе И.Таратина шанса суйларĕç. «Ватă çын - тăватă çын», - тенĕ авалах. А.Табакова, А.Гусарова, Н.Семенова, Г.Смирнова, Н.Семенова, Е.Рисова, Л.Шанина, Г.Чумычкина тăрăшуллă пулнине палăртса хăвармалла.
Районта та ырă кăмăллă çынсем пулаççех пулĕ тесе шанса, мĕн ĕмĕтленнине вĕçне çитересчĕ тесе ĕмĕтленсе пурăнаççĕ Кавалсем.