25 февраля 2012 г.
А.Тихонов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ:
«Тĕрĕслĕх - Раççейĕн социаллă политики» статьяра Владимир Путин çивĕч ыйтусем пуррине кăна палăртмасть - вĕсене татса памалли çул-йĕре уçăмлатать. Раççей социаллă патшалăх пулни пирки пурте пĕлетпĕр. Çĕршыв Правительствин Председателĕ тĕрĕс общество тумалли çулпа малалла хăш еннелле каяссине уçăмлă палăртрĕ. В.Путин пурăнмалли çурт-йĕр пирки калани çинче чарăнса тăрас килет. «Строительство хакне чакармалла. Рабочисен ĕç укçин, ĕç сыхлавĕн шучĕпе мар, строительство материалĕсен хакĕсене пĕчĕклетсе. Пĕтĕмĕшле илсен эпир çĕнĕ йышши хăтлă çурт-йĕр хакне 20 процентран кая мар чакарма пултаратпăр, уйрăм регионсенче - 30 процент таран», - палăртать В.Путин. Пирĕн строительство ĕçченĕсем çак сĕнĕве йышăнма хатĕр. Енчен строительство материалĕсемпе пĕрлех электроэнерги, газ, çĕр, çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакĕсене йÿнетсен çĕнĕ çурт-йĕр хакĕ чакасси куç кĕретех. Çак тĕлĕшпе патшалăх услови туса парсан эпир çав çулпа утма хатĕр.
О.НАРСОВА, районти тавра пĕлÿ музейĕнчи экскурсовод.
«Тĕрĕслĕх - Раççейĕн социаллă политики» статйинче В.Путин çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе татах та çĕнĕлĕхсем кĕртесси çинчен калать. Амăшĕн капиталĕ пирĕн çемьешĕн те пысăк пулăшу пулчĕ, «Çамрăк çемье» программăна хутшăнса хваттер туянма илнĕ ипотека кредитне татма пулăшрĕ. «Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан вĕсем виççĕ тултариччен ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ ятарлă пособи тÿлесси пирки каланă. Çакă, паллах, ытларах ача çуратма хавхалантарса пырать.
Т.Васильева, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн заместителĕ:
Владимир Путинăн «Тĕрĕслĕх - Раççейĕн социаллă политики» статйинче пенси тытăмне çĕнетсе улăштарассипе çыхăннă положенисене эпир ĕçтешсемпе тимлĕн тишкерсе тухрăмăр. Пенсие пысăклатмалли механизмсем те пур - кусем чи малтанах пулас пенсионерсене пырса тивеççĕ. Статьяра та çакна уйрăммăн палăртнă. Патшалăх халăха пенси софинансированийĕн программине сĕнчĕ, пенси валли пухăнса пыракан укçана инвестицилемешкĕн условисем туса пачĕ, ăна малашне çĕнетсе лайăхлатмашкăн тăрăшрĕ.
В.ДМИТРИЕВ, пенсионер.
Раççей Правительствин Пуçлăхĕ В.Путинăн кашни статйисене вуласа тухрăм. Нумай нациллĕ патшалăхăн ыйтăвĕсем сахал мар шухăша ячĕç. Апла пулсан та çакна каласшăн: эпĕ нумай çĕршывсене çитсе курман пулсассăн та Совет Союзĕн республикисенче пулса курнă, ун чухне наци ыйтăвĕ те пулман. Вăхăтсем иртсен çак ыйту тухрĕ, анчах та В.Путин хăйĕн статйинче çырнă йĕркесем чуна вырнаçрĕç. Тепĕр статйи те питĕ пĕлтерĕшлĕ - çĕршыва хÿтĕлеме, хамăр мĕнле патшалăх пулнине кăтартса пачĕ.