АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлă пуласси: Раççейĕн наци хăрушсăрлăхĕн гарантийĕсем

25 февраля 2012 г.

Февралĕн 20-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕн В.Путинăн черетлĕ улттăмĕш статйи «Российская газета» хаçатра пичетленсе тухрĕ. «Вăйлă пуласси: Раççейĕн наци хăрушсăрлăхĕн гарантийĕсем» статьян ячĕ унăн тĕп шухăшне уçса парать. Паянхи номерте статьян кĕскетнĕ варианчĕпе вулакансене паллаштаратпăр.

Тĕнче улшăнать. Унти анлă трансформаци процесĕсенче тĕрлĕ, чылай чух кĕтмен хăрушлăх пытаннă. Тĕнчери экономикăри тата ытти кисренÿ условийĕсенче хамăрăн çивĕч ыйтусене ыттисен шучĕпе, вăйпа хистесе татса парас килни яланах пулать. Ахальтен мар кĕçех наци суверенитечĕ тĕнче пĕлтерĕшлĕ ресурссене пырса тивмелле мар текен ыйту «объективлă» майпа тухса тăрĕ тесе çирĕплетекенсен сассисем паянах илтĕнеççĕ ĕнтĕ.

Раççей тĕлĕшпе кунашкалли гипотеза шайĕнче те пулмалла мар. Ку çакна пĕлтерет: пирĕн хамăрăн вăйсăрлăхпа никама та илĕртмелле мар.

Шăпах çавăнпа эпир нимĕнле условире те стратеги енĕпе тытса тăрассине пăрахăçламăпăр, ăна çирĕплетсе пырăпăр. Вăл пире 90-мĕш çулсенчи питех те кăткăс тапхăрта, хамăрăн, пытарар мар, пурлăх енĕпе витĕмлĕ ытти аргумент пулман чух, патшалăх суверенитетне упраса хăварма пулăшрĕ.

Куç кĕрет: Раççее хÿтĕлейми пулсан эпир хамăрăн тĕнчери позицисене çирĕплетеймĕпĕр, экономикăна, демократи институчĕсене аталантараймăпăр. Пулма пултаракан хирĕç тăру хăрушлăхне курса тăмасан, çарпа технологи енĕпе никама пăхăнманлăха тивĕçтереймесен, вăл е ку хăрушлăха кура юлашки мера вырăнне тивĕçлĕ çар хуравне хатĕрлеймесен...

Эпир Хĕç-пăшаллă Вăйсене аталантармалли тата Раççейĕн оборонăпа промышленноç комплексне çĕнетмелли халĕччен пулман программăсене йышăнтăмăр, пурнăçа кĕртетпĕр. Çитес вунă çуллăхра çак тĕллевсемпе пĕтĕмпе 23 трлн тенкĕ патнелле уйăратпăр.

Пытармастăп: çавнашкал пысăк ассигнованисен виçи, вăхăтлăхĕ пирки чылай тавлашу пулчĕ. Иккĕленместĕп: вĕсем çĕршыв майĕсемпе тата ресурсĕсемпе туллин шайлашуллă. Чи кирли - çĕнĕ Хĕç-пăшаллă Вăйсене йĕркелессипе, оборона хăватне анлăн çирĕплетессипе çыхăннă тĕллевсене татса парассине ырана хăварма юраманни.

Сăмах Раççей бюджетне милитаризацилесси пирки пымасть. Тĕрĕссипе, уйăракан укçа - Çар тата Флот валли çителĕксĕр уйăрнă. Çав вăхăтра ытти çĕршыв хăйсен «çар мускулĕсене» çине тăрсах пысăклатнă.

ÇĔНĔ ХĂРУШЛĂХСЕНЧЕН «ĂСЛĂН» ХŸТĔЛЕНЕССИ

Пире халĕ пур хăрушлăхсенчен хÿтĕленмелли механизмсем кăна кирлĕ мар. «Чикĕ леш енне» пăхма та, 30-50 çул хушшинче пулма пултаракан хăрушлăхсене хаклама та вĕренмелле.

Раççей Çарне мĕнле хĕç-пăшал кирлĕ; Çĕршывăн оборонăпа промышленноç комплексĕ тĕлĕшпе технологи требованийĕсем мĕнлерех пулĕç; Чăннипе, çар анализĕн тата стратеги планлассин, хатĕр «рецептсем» тăвассин тата вĕсене хамăрăн вăй ведомствийĕсенче оперативлă майпа ĕçе кĕртессин пахалăх енĕпе çĕнĕ, «ăслă» тытăмне йĕркелемелле.

Пирĕн куç умĕнчех регионсенчи, вырăнсенчи çĕнĕ вăрçăсем тухаççĕ. Тăнăçсăрлăх, искусствăлла майпа вут хурса тăракан, йĕркелесе пыракан арпашу зонисем çуралаççĕ. Çийĕнчен çавнашкал хирĕçÿсене Раççей тата пирĕн союзниксен чиккисен çывăхĕнче тĕллевлĕн йĕркелеме хăтланни те палăрать. Эпир тĕнче шайĕнчи правăн никĕсĕнчи принципĕсем улшăнса арканнине куратпăр. Пĕтĕм тĕнчери хăрушсăрлăх сферинче - пушшех.

Пирĕн çĕршыв умĕнче тытса чармалли стратегипе килĕшÿллĕн тата оборона çителĕклĕхĕн шайĕнче çар хăватне ÿстерес тĕллев тăрать.

Раççей малашлăхри патшалăх политикин чи пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсен шутĕнче - Хĕç-пăшаллă Вăйсене, атом тата космос промышленноçне, ОПКна, çар вĕрентĕвне, никĕс шайĕнчи çар наукине тата хушма тĕпчев программисене аталантарасси.

ÇАР РАÇÇЕЕ УПРАСА ХĂВАРНĂ

Пирĕн çĕршыв ниме пăхмасăр питĕ йывăр 90-мĕш çулсенче Çара упраса хăварнă, çивĕч самантсенче чаçсен çар хатĕрлĕхне тивĕçтернĕ салтаксемпе офицерсен умĕнче парăмлине яланах асра тытмалла. Кирлĕ тĕк - çапăçнă. Хăйсен юлташĕсене çухатса çĕнтернĕ. Çурçĕр Кавказра, Таджикистанра тата ытти «хĕрÿ вырăнта» çапла пулнă. Çак çынсем Çар Чунĕпе Чысне сыхласа хăварнă. Раççей пайланманлăхĕпе суверенитетне. Пирĕн граждансен хăрушсăрлăхне хÿтĕленĕ. Çĕршыва мĕскĕнлетме, «шутран кăларма» паман.

«Чи кирли - патшалăхра, обществăра ансат чăнлăха ăнланасси таврăнчĕ: Хĕç-пăшаллă Вăйсене хакламалла. Вĕсене çирĕплетмелле, унсăрăн «ют çара тăрантарма» е хурахсен, çĕршывсен хушшинчи террористсен чуралăхне лекме тивĕ».

Пĕртен пĕр çул - çĕнĕ Çар тăвасси. Çĕнĕ йышши çар - васкавлăн куçма пултаракан, яланах хатĕр çар. Ку - вун-вун пин çынна пырса тивекен питĕ йывăр процесс. Çакăнпа пăрăнма çук йăнăшсем, кÿренÿ, ÿпкев çыхăннă. Ăна общество çивĕч йышăнать, çав шутра - çарта хăйĕнче те. Реформăна пĕр, вунă çын ирттермест. Нумай-нумай çитменлĕх капланнă кăткăс институт улшăнать. Кăлтăксем, «пурнăçлакансен йăнăшĕсем», вăйсăр информаци ĕçĕ тата пĕр-пĕрин хушшинчи «çыхăну каналĕсем» çукки, директивăсене ячĕшĕн пурнăçлани - çаксем халĕ пыракан реформăн чăн йывăрлăхĕсем. Пирĕн тĕллев - çав йывăрлăхсене курасси, вăл е ку йышăнусене тÿрлетесси.

МĔН ТУМА ĔЛКĔРНĔ

Пирĕн Çарта йышне кĕскетнĕ чаçсем текех юлмарĕç. Тип çĕр çинчи çарсенче - 100 ытла пĕтĕмĕшле çар тата ятарлă бригада. Вĕсем - кадрсемпе тата техникăпа комплектланă тулли соединенисем. Вĕсене тревогăпа çĕклемелли норматив - пĕр сехет. Çапăçусем пыма пултаракан вырăна çитерме - талăк.

Тĕп техника единици вырăнне мĕншĕн шăпах бригадăна суйласа илнĕ; Чи малтанах - Афганистанри, ытти кампанири хамăрăн опыта шута илнипе. Вĕсенче полксемпе дивизисен вырăнне авиаципе, пулăшмалли ытти хатĕрпе вăйлатнă васкавлă çар тата штурм ушкăнĕсем хăйсене ăнăçлă кăтартнă.

Призыв тапхăрĕ 12 уйăх пулнине шута илсен çакă çар ретне тăнă çамрăксенчен хатĕр боец тумалли пĕртен пĕр мел. Салтаксемпе офицерсен хăйсен чăн ĕçне пурнăçламалла - çар енĕпе çине тăрса хатĕрленмелле, вĕренмелле. Çакă çав шутра çарсенчи дисциплинăпа йĕркелĕхе те ырă витĕм кÿрĕ. Призыв мелĕпе пурнăçлакан çар службин ят-сумне çĕклĕ.

Çар вĕрентĕвĕн пысăк реформи пырать. Пысăк 10 наукăпа вĕренÿ центрĕ йĕркеленет. Çак учрежденисем çирĕп вертикале кĕреççĕ, служба ирттернине кура офицерсене хăйсен професси шайне малалла ÿстерме май параççĕ.

Хĕç-пăшаллă Вăйсенче управлени органĕсене икĕ хут чакарнине те палăртам. Пысăклатнă тăватă çар округĕ йĕркеленĕ: Хĕвел анăç, Кăнтăр, Центр тата Хĕвел тухăç округĕсем. ВВС, ПВО тата Флот вăйĕсене вĕсен управленине панă. Тĕрĕссипе, сăмах оперативлă стратеги командованийĕсем пирки пырать. 2011 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен Раççейре çар дежурствине çарсен çĕнĕ тĕсĕ тăчĕ - Сывлăш-космос сыхлăхĕн çарĕсем.

Сывлăш-çар вăйĕсенче хăватлă инфратытăмлă пысăк 7 авиаци базине туса хунă. Аэродромсен сечĕ çĕнелет. Юлашки 4 çул хушшинче - 20 çул хушшинче пуçласа - 28 аэродрома тĕпрен юсанă. Кăçал тата 12 çар аэродромĕнче çак ĕçсене пурнăçлама палăртнă.

Çĕнĕ «Борей» проектăн шыв ай стратеги ракетоносецĕсем дежурствăна тăраççĕ. Çак класс киммисем - «Юрий Долгорукий» тата «Александр Невский» - патшалăх тĕрĕслевне ирттереççĕ те ĕнтĕ.

ÇИТЕС ВУНĂ ÇУЛЛĂХ ТĔЛЛЕВĔСЕМ

Эпир Çарпа Флота, патшалăх хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен ытти вăй тытăмне çĕнĕ хĕç-пăшалпа анлăн тата пур енлĕн тивĕçтерме пуçларăмăр. Кунта тĕп вырăнта - ядерлă вăйсем, сывлăш-космос сыхлăхĕ, çыхăну, разведка тата управлени, радиоэлектрон кĕрешĕвĕн тытăмĕсем, «пилотсăр хатĕрсем», роботсем ĕçлеттерекен перекен комплекссем, çĕнĕ йышши транспорт авиацийĕ, боецăн çапăçу хирĕнчи уйрăм хÿтлĕх системисем, тĕл перекен хĕç-пăшал тата унпа кĕрешмелли хатĕрсем.

Вăхăт çĕршывăн пĕрлехи сывлăш-космос сыхлăхĕн тытăмне çирĕплетес енĕпе сулмаклă утăмсем тума хушать. ПРОна анлăлатас енĕпе АПШ тата НАТО тытса пыракан политика пире çапла хистет.

Халĕ 250 ытла чаçе тата соединенине, çав шутра 30 авиаци эскадрилине çĕнĕ çар техники çине куçарнă ĕнтĕ. 2020 çул тĕлне çарсенче хĕç-пăшалăн çĕнĕ тĕслĕхĕсен тÿпи 70 процентран кая мар пулмалла. Хĕç-пăшал тытăмĕнче юлакан системăсене илес тĕк - вĕсене тĕпрен çĕнетĕç.

ÇАРĂН СОЦИАЛЛĂ СĂНĔ

Паянхи çар - чи малтанах лайăх вĕреннĕ, хатĕрленнĕ, чи çĕнĕ хĕç-пăшал системисемпе усă курма пултаракан çынсем. Пĕтĕмĕшле пĕлÿпе культура енĕпе тарăн пĕлÿллĕ тата çÿллĕ шайри специалистсем. Паян кашни офицерпа тата салтакпа çыхăннă пайăр требованисем палăрмаллах ÿсеççĕ.

2007 çулта ĕç укçине тата çар пенсийĕсене реформăлас тата палăрмаллах ÿстерес енĕпе йышăну тунă.

Акă - 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен - эпир тепĕр утăм турăмăр: çар служащийĕсен шалăвĕ виçĕ хут пысăкланчĕ. Хĕç-пăшаллă Вăйсем ĕç паракан пулнă май конкурентлăх енĕпе вăйлă çĕкленчĕç. Çакă лару-тăрăва пахалăх тĕлĕшпе улăштарать. Çар службинче пулмашкăн хушма хавхалану йĕркелет.

2008-2011 çулсенче вара Оборона министерствин çар служащийĕсем валли кăна яланах пурăнмалли 140 пин хваттер патнелле туяннă, тунă. Тата 46 пин - служба хваттерĕсем. Кунашкалли унччен нихăçан та пулман. Эпир кризис условийĕсенче те укçа уйăртăмăр.

2012-2013 çулсенче çар служащийĕсене яланхи çурт-йĕрпе тивĕçтерессине туллин вĕçлемелле. Унсăр пуçне 2014 çул тĕлне служба çурт-йĕрĕн фондне йĕркелессине вĕçлĕпĕр. Çапла вара çар служащийĕсен «ĕмĕрхи» хваттер ыйтăвне татса парăпăр.

2007 çул хыççăн контракт тунă çар служащийĕсене планпа килĕшÿллĕн, пухăнса пыракан ипотека тытăмĕпе усă курса çурт-йĕрпе тивĕçтерĕпĕр. Унта хутшăнакансен шучĕ 180 пин çынран иртет. 20 пин ытла хваттер туяннă та ĕнтĕ.

Хĕç-пăшаллă Вăйсене комплектламалли тытăмра пысăк улшăнусем пулмалла. Халĕ çарта контрактпа 220 пин офицер тата 186 пин салтакпа сержант служба тивĕçĕсене пурнăçлать. Çитес пилĕк çул хушшинче çуллен тата 50-шар пин контрактника йышăнма планланă, вĕсем сержантсен, старшинасен, çавăн пекех çар техникипе ĕçлекен специалистсен должноçĕсене йышăнĕç.

РАÇÇЕЙ ОБОРОНА ПРОМЫШЛЕННОÇ КОМПЛЕКСĔ ТĔЛĔШПЕ ТĂРАКАН ÇĔНĔ ТРЕБОВАНИСЕМ

Пирĕн харăсах пĕр-пĕринпе çыхăннă темиçе тĕллеве пурнăçлама тивĕ. Çав шутра - çĕнĕ йышши тата çĕнĕ ăрури техникăпа тивĕçтерессине тепĕр хут ÿстересси. Маларахах наукăпа техника никĕсне йĕркелесси, çар валли кирлĕ конкурентлă продукци производствине аталантармалли технологисем хатĕрлесе ĕçе кĕртесси. Тата - çĕнĕ технологи никĕсĕ çинче хĕç-пăшалпа çар техникин малашлăхлă тĕслĕхĕсене кăларакан производствăсем тăвасси. Наукăпа сăнав тата стенд базин строительстви, реконструкцийĕ, ăна çĕнĕ техникăпа тивĕçтересси.

Вуз, отрасль, концерн тата студент тăвакан виçĕ енлĕ контрактсен никĕсĕ çинче çамрăксене ĕçе вырнаçтармалли схемăна пурнăçлама май пур тесе шухăшлатăп. Предприятире ĕçлесси вĕреннĕ вăхăтрах пуçланмалла - ятарлă производство практикисен тата стажировкăсен тапхăрĕнче. Опытсăр пуçне çакă вĕренекенсене лайăх ĕç укçи те, кирлĕ ăсталăха çине тăрсах алла илме хавхалану та кÿрĕ. Паллах, çапла ĕçлесе илни вĕренÿ планĕсен çыхăнуллă пайĕ пулмалла.

Оборона политикине палăртнă, Хĕç-пăшаллă Вăйсене çĕнетнĕ май пирĕн çар искусствинчи чи çĕнĕ туртăмсене тĕпе хумалла. Çав туртăмсенчен юлни хамăра йывăр лару-тăрăва лартниех, çĕршыва, хамăрăн салтаксемпе офицерсен пурнăçне йывăрлăха кĕртсе ÿкерниех пулĕччĕ. Пирĕн 1941 çулхи инкеке тепĕр хут пулма памалла мар, ун чух патшалăх тата Çар вăрçа хатĕр пулманшăн питех те пысăк çын çухатăвĕсемпе тÿлеме тивнĕ.

Тĕллев - çĕршывăн экономика вăйне чакармасăр, ÿстерсе пырса Раççей суверенитетне, ăна ĕçтешĕсем тата ытти тĕнче хисеплессине тивĕçтерме май паракан çар, ОПК йĕркелесси.

Статьян тулли вариантне «Российская газета» хаçатăн февралĕн 20-мĕшĕнче тухнă номерĕнче вулама пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика