25 февраля 2012 г.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата унăн заместителĕ А.Тихонов Вăрмарти автотранспорт предприятине çитсе курнă. Кунта «Чувашавтотранс» патшалăх унитари предприятин Управленийĕн техника директорĕ И.Игнатенко килнĕ.
Чи малтанах АТП коллективĕ умĕнче И.Игнатенко обществăлла транспортăн республика шайĕнчи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле автобуспа çÿремелли тарифсене халăх тÿлеме пултарнине, унăн майĕсене кура йĕркеленине каларĕ. Тарифсене обществăлла транспорт системине тытса тăмалли хăйхаклăхне кура ÿстерес пулсан вĕсем татах та пысăкрах пулмалла иккен. Константин Владимирович предприятие малашне те тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ, районăн социаллă экономикăллă лару-тăрăвĕ çинче чарăнса тăчĕ, Вăрмарти АТП пуçлăхĕ В.Васильев предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ 2011 çула тупăшпа вĕçлесе 2012 çула ăнăçлă кăтартусемпе пуçларĕ. Январь уйăхĕнчи ĕç кăтартăвĕсемпе вăл республикăри автотранспорт предприятийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта. И.Игнатенко автотранспорт предприятине çĕнĕ автобус парнелени çинчен пĕлтерчĕ. «Чувашавтотранс» тесе çырнă сарă тĕслĕ автобус уççине кунта нумай çул хушши вăй хуракан С.Алексеев водителе шанса пачĕç. Çĕнĕ техника водителе малалла ĕçлеме хавхалантарать, халăха çула тухма йыхравлать.