АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç вырăнĕсемпе ытларах тивĕçтермелле

25 февраля 2012 г.

Район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ Предпринимательлĕх кунне Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх статистикин службин пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, ЧР промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн министерствин тĕп специалист-эксперчĕ Е.Рассказчикова, РФ федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7 номерлĕ патшалăхăн налук службин инспекцийĕн аслă инспекторĕ А.Яковлев тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Чи малтанах Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районăн 2011 çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. «Район экономикин аталанăвĕнче юлашки çулсенче ырă улшăнусем нумай. Ял хуçалăх, промышленность, строительство, предпринимательлĕх ĕçĕнче ÿсĕмсем курăмлă. Пĕчĕк предпринимательлĕх вара экономикăн пур отраслĕнче те ăнăçлă аталанса пырать. Хальхи вăхăтра бизнеса аталантарасси пĕрре те çăмăл мар. Пирĕн районта вара ку енĕпе ĕçлекен пуçаруллă та пултаруллă çынсем чылай. Вĕсем çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, районăн экономикине аталантараççĕ. Район администрацийĕн тĕп тĕллевĕ - предпринимательлĕх ĕçне малалла та аталантарма пулăшса пырасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме майлă условисем йĕркелесси», - терĕ К.Никитин.

Район администрацийĕн промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Н.Краснова 2011 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕн ĕçне пĕтĕмлетрĕ, кăçал пурнăçламалли задачăсене палăртрĕ. Çавăн пекех вăл пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе республикăра патшалăх пулăшăвĕ пани çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çулран-çул пирĕн районта пĕчĕк предприятисен йышĕ ÿссех пырать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне юридици сăпатĕнче - 122 тата уйрăм çын предпринимательсем 759 шутланаççĕ.

Предпринимательлĕх кунĕнче çавăн пекех ЧР промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн министерствин тĕп специалисчĕ Е.Рассказчикова алкоголь продукцине сутассипе çыхăннă законодательствăри улшăнусем çинчен каларĕ. ЧР районсем хушшинчи 7 номерлĕ патшалăх налук службин инспекцийĕн аслă инспекторĕ А.Яковлев 2012 çултан касса операцийĕсене çĕнĕ йĕркепе тумаллине палăртрĕ.

Çавăн пекех РФ Пенси фончĕн районти Управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Т.Васильева, район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов тата ытти яваплă çынсем тухса калаçрĕç.

Предпринимательлĕх кунĕнче районти тĕп библиотекăн С.Щербакова тата А.Никитина библиотекарĕсем ятарласа кĕнекесен куравĕ йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика