АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унтанпа - 23 çул хыçра

22 февраля 2012 г.

Вăрçă суранĕ унти вут-çулăма кĕнисен, вĕсен çывăх çыннисен асĕнчен нихăçан та тухмасть пулĕ. Афганистанри хирĕç-тăрăва хутшăннисем çавăнпах питĕ туслă, вĕсене хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç тăнă юлташсем тăвансем пекех пĕрлештереççĕ.

Совет Çарĕн пысăк мар контингентне асăннă çĕршывран илсе тухнăранпа февралĕн 15-мĕшĕнче 23 çул çитрĕ. Асăннă кун çĕршывĕпех, çав шутра пирĕн районта та, интернационалист воинсене халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Чи малтанах Вăрмар поселокĕнче вĕсене чысласа лартнă палăк умĕнче митинг пулчĕ. Тухса калаçакансем - район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, ЧР Юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, Суд департаменчĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Петров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, интернационалист воинсем пулчĕç. Кашни вăрçă - юн, хурлăх, куççуль, анчах камăн та пулса çакна чăтса-тÿссе ирттермелле-çке. 10 çула яхăн пынă вут-çулăма кĕнĕ пирĕн районти ентешсем чăваш ятне ямасăр, анчах пысăк çухатупа - улттăн Афганистанра пуç хупнă, каярах сурансене пула пурнăçран уйрăлнисем те сахал мар - вĕсем пурнăçланă тивĕçне çар ретне тăма хатĕрлекенсем те тивĕçлĕн пурнăçласса шанчĕç: Тăван çĕршыв пĕрре, унăн чысне хÿтĕлесси вара кашни сывă арçын тивĕçĕ пулмалла.

Вăрçа хутшăннисем вилнĕ юлташĕсене асăнса пĕр минут шăплăхра тăнă, чечек гирляндисем хунă хыççăн Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта иртекен патриотизм юррисен конкурсне, пневматика винтовкинчен тĕрĕс тĕл перес енĕпе ирттернĕ конкурса хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика